18 апреля 2007 г.
Çуркуннехи каникула каяс умĕн Çĕн Атикасси шкулĕнче биологи эрни пулчĕ. Çавна май, химипе биологи вĕрентекенĕ Маргарита Михайловна Волкова тĕрлĕ конкурссем, мероприятисем ирттерчĕ. Акă, сăмахран, 9-мĕш класс вĕренекенĕсем 10-мĕш классене уçă урок кăтартса пачĕç. Вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем тухтăр пекех тăхăннă: пĕри - диетолог, тепри - педиатр... “Тухтăрсем” чылай çивĕч ыйту хускатрĕç, çыннăн мĕнле апатланмаллине, лавкка продукчĕсен тата эрехпе пирус сиенĕ çинчен ăнлантарчĕç.
Маргарита Михайловна 10-мĕш классен тавра курăмне тĕрлĕрен ыйтусем парса тĕрĕслерĕ. Ачасем пурте хастар пулчĕç. Çапах чи маттуррисем тесе çак вĕренекенсене палăртрĕç: 1-мĕш вырăнта - Оксана Аксакова, 2-мĕшĕнче - Сильвия Михайловская, 3-мĕшĕнче - Вероника Семенова.
8-мĕш классемпе те интереслĕ мероприяти иртрĕ. Çĕнтерÿçĕ ятне илессишĕн икĕ ушкăн тупăшрĕ: пĕри - “Ула таккасем”, тепри - “Тискер чĕр чунсем”. Командăсен хăйсемпе паллаштармалла тата пĕр-пĕрне, жюрисене, куракансене ырă сунмалла пулчĕ. Çавăн пекех вĕсем сăвăсем каларĕç, биологи ыйтăвĕсене хуравларĕç. Жюри пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, икĕ ушкăнĕ те пĕр пек очко пухнă. Эппин, туслăх çĕнтерчĕ!
Ман шутпа, ачасене биологипе кăсăклантарма тăрăшни - питĕ тĕрĕс утăм. Пур çыннăн та çут çанталăка юратмалла, ăна упрамалла.
Источник: "Пирěн пурнăç"