28 февраля 2007 г.
“Пирĕн пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан база шкулĕ тулаш енчен пăхсан нимĕнпе те палăрса тăмасть темелле: кам килет, пурне те вĕрентетпĕр”, - тет Р.Ф.Григорьева шкул директорĕн çумĕ.
Тĕрĕссипе каласан вара, Президентăн “Çĕнĕ шкул” программине пула Çĕн Атикасси шкулĕ палăрмаллах улшăнчĕ. Вăл халĕ çав тери хăтлă та илемлĕ, ачасене тарăн пĕлÿ парас ĕçе те пысăк тимлĕх уйăраççĕ кунта.
Президент программине пурнăçлас тĕллевпе çакăн пек ĕçсем тунă: вĕрентÿ формипе технологине çĕнетнĕ, шкул базине çирĕплетнĕ, вĕрентĕвĕн мониторлă пахалăхне йĕркеленĕ, профиль умĕнхи хатĕрленÿ системине аталантарнă, шкул ачисене спорт енĕпе аталантарнă.
Нумаях пулмасть, шкулта Президент программине пурнăçа кĕртес ĕçе пĕтĕмлетрĕç. Пухура Елизавета Филипповна Емельянова, хими учителĕ пулнăскер, халăха вĕрентес ĕçĕн отличникĕ, ветеран пулчĕ. Вăл паянхи шкул аталанăвне курса савăннине палăртрĕ.
Шкулăн çулĕсем нумай пулин те, вăл çамрăк-ха. 1997 çулта кăна унăн 100 çулхи юбилейне паллă тунăччĕ. Асăнса хăвармалла, çак пысăк пĕлтерĕшлĕ уявра республика Президенчĕ Н.В.Федоров та пулнăччĕ. Кăçал вара шкул 110 çул тултарать. Уява хатĕрленме пуçланă та ĕнтĕ.
Хăйĕн ĕмĕрĕнче шкул нумай паллă çынна вĕрентсе кăларнă: ăсчахсене, профессорсене, сывлăха сыхлас енĕпе ĕçлекенсене тата ыттисене те.
Паян шкулта 24 учитель ĕçлет. Вĕсенчен: Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ - 1, халăха вĕрентес ĕçĕн отличникĕ - 2, I-мĕш категориллĕ учительсем - 13, II-мĕш категориллĕ учительсем - 2. Икĕ учитель РФ Президенчĕн грантне çĕнсе илес конкурса хутшăнаççĕ. “Çулталăк вĕрентекенĕ” район конкурсĕн призерĕсем - 2.
Вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ çапларах пĕлÿ илнĕ: аслă пĕлÿ - 16,6 процент, вăтам пĕлÿ - 46,6, вăтам специальноçлĕ пĕлÿ - 33,6, тулли мар вăтам пĕлÿ - 1,6, пĕтермен аслă пĕлÿ - 1,6 процент.
Шкулта мĕнле ĕçленипе ашшĕ-амăшĕ те кăмăллă. 9-10-мĕш классене профильлĕ майпа вĕрентеççĕ. 4-5-мĕш классем вара акăлчан чĕлхипе информатика предмечĕсене те вĕренеççĕ. Ку вĕренÿ çулĕнче республика олимпиадине 3 ача хутшăнчĕ: химипе - Надежда Петрейкина (9 кл.), нимĕç чĕлхипе - Ирина Сюткина (10 кл.), математикăпа - Александр Ионов (8 кл.). Стипендиатсем: Станислав Семенов тата Лариса Петрова.
Шкул ачисем предметсемпе 83,3 процент чухлĕ ĕлкĕрсе пыраççĕ. Вĕрентĕвĕн пахалăхĕ - 51 процент.
“Çĕнĕ шкул” программа паянхи пурнăçра питĕ кирлĕ япала. Вăл вĕрентекенсене хавхалантарса ĕçлеме, вĕренекенсене тăрăшса вĕренме май парать. Мĕнех, алă усса ларма вăхăт мар. Пирĕн çĕнĕ тĕллевсене пурнăçа кĕртес пулать!
Источник: "Пирěн пурнăç"