10 февраля 2007 г.
Эпĕ Çĕн Атикассинчи вăтам шкулта директор пулса ĕçлетĕп. Тÿрех каламалла, ертÿçĕ тилхепине тытса пыма пĕрре те çăмăл мар. Эпĕ шкул пурнăçĕнчи пĕр самант пирки çырса кăтартасшăн. Акă, иртнĕ çулхи июнĕн 5-мĕшĕнче каçпа вăйлă çил-тăвăл тухса шкула пысăк сăтăр турĕ - шкул çурчĕн тăррине, пĕтĕмпех мар, илсе утрĕ. Нумай пулмасть çеç шкул çурчĕн тăррине нушаланса витрĕмĕр, çавра çил вара пирĕн ĕçе юрăхсăра кăларчĕ. Çавна курнă хыççăн куляннипе икĕ куçăмран куççуль шăпăртатса юхса анчĕ. Мĕн тумалла; Хăвăртрах Çĕн Атикассинче пурăнакан район Пухăвĕн депутачĕпе Ю.А.Николаевпа канашласа пăхма шутларăм. Вăл мана итленĕ хыççăн шкул çурчĕ çине пырса пăхма кăмăл турĕ, унтан пĕрле йывăрлăхран тухмалли çул-йĕрсене палăртрăмăр. Тепĕр куннех вара ĕçе пуçăнтăмăр. Сăмах май, Юрий Николаевич малтан та шкул тăррине витнĕ чухне нумай пулăшрĕ. Вăл тăрăшнипех çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне шкул çуртне йĕркене кĕртрĕмĕр, шкул территорийĕнче шкул автобусĕ çаврăнмалăх вырăн турăмăр. Ю.А.Николаев темиçе хутчен те техника тупса парса пулăшрĕ, унăн ырă ĕçĕсем çинчен çырса та çитереес çук. Сăмах май, Юрий Александрович çамрăк чухне çак шкулта вĕренсе ăс пухнă. Çавăнпах пулĕ депутат тăван шкулшăн вăй-халне шеллемест. Ку хутĕнче Юрий Александрович çил-тăвăл хыççăн Çĕн Атикасси шкулĕн тăррине кĕске вăхăтра юсаса çĕнетме пулăшрĕ. Çакăнтах кунта тăрăшнă платниксене палăртас килет. Вĕсем: Гера Пандаков, Сергей Никитин, Порфирий Яковлев, Петр Охтяров тата ыттисем те. Çавăнпа та эпир, Çĕн Атикассинчи вĕрентекенсемпе вĕренекенсем, ашшĕ-амăшĕсем хисеплĕ депутатпа чăннипех мухтанатпăр. Кирек мĕнле йывăрлăх сиксе тухсан, эпир Юрий Александровичран пулăшу ыйтатпăр. Вăл тăван шкула, кунта пурăнакансене яланах пулăшма хатĕр, уншăн “çук” ăнлав çук. Вăл пулăшни пире тăрăшса ĕçлеме, вĕренÿ пахалăхне ÿстерме, кăтартусене лайăхлатма, ÿсĕмсем тума вăй-хăват парса тăрать. Малашне те çапла пултăрччĕ
Источник: "Пирěн пурнăç"