13 января 2007 г.
Елизавета Дмитриевна Калашникова - Вырăсушкăнчи чи хисеплĕ çынсенчен пĕри. Вăл пĕтĕм вăй-халне, чăтăмлăхне, пултарулăхне халăх сывлăхне упрас ĕçе панă. Тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн ăна «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ», «Ĕç ветеранĕ» ятсем панă, юбилей медалĕсем тата грамота парса чысланă. Ырă ята тивĕçнĕ чăваш хĕрарăмĕ 75 çула çитсе пырать.
Е.Д.Калашникова Трапай ялĕнче çуралнă. Тăватă пĕр тăван (виçĕ хĕрпе пĕр ывăл) пулнă вĕсем. Чи асли - Елизавета Дмитриевна. Шел те, Мария йăмăкĕ чирлесе выртнă хыççăн вилнĕ, Райăпа Ванька Санкт-Петербург облаçĕнче пурăнаççĕ.
Елизавета Дмитриевнан ачалăхĕпе çамрăклăхĕ ĕçре пиçĕхсе иртнĕ. Ашшĕпе амăшĕ ачасене тивĕçлĕ воспитани парса ÿстернĕ, тĕрĕс çултан пăрăнтарман, вăхăта усăсăр, тĕлли-паллисĕр ирттерттермен. «Ĕç çынна çĕклекенни, вăй параканни, чыс-хисепе кăлараканни», - тесе вĕрентнĕ вĕсене аслисем.
Вăрçăччен çуралнисен кун-çулĕ телейлĕ иртнĕ теме çук ĕнтĕ. Савăнăçĕ-телейĕ те, терт-нуши те - пурте пулнă. Ялти шкулта 7 класлă пĕлÿ илсен, Хĕрлĕ Чутай салинче медицина сестрисен курсĕнче вĕреннĕ. Анчах та 18 çул тултарманнипе вăл ниçта та ĕçе вырнаçайман. Унтан Вăрнарта агронома вĕреннĕ. Тивĕçлĕ пĕлÿ илсен, Трапай ялĕнче колхозра ĕçленĕ, теорилле пĕлĕве практикăпа çирĕплетсе пынă. Пĕр хушă Сорăм ялĕнчи сĕт-çу заводĕнче те ĕçленĕ.
Нуша кулач çитерет тенĕ евĕр, çамрăклах мĕнле кăна ĕçре тăрăшман пулĕ вăл. Ниме те тиркесе тăман, йывăр тесе нăйкăшман.
1954 çулта Хĕрлĕ Чутайра трахома чирĕ вăйлах сарăлса кайнă. Е.Д. Калашникова медицина ĕçне кăмăлланăран ĕнтĕ, трахома сестрисен курсĕнче вĕренсе пĕлĕве ÿстернĕ. Вара ăна Штанаш тăрăхне ĕçлеме яраççĕ.
- Манăн участокра виçĕ ялччĕ, трахома чирĕпе нушаланакансем пурĕ 78 çынччĕ. Ир пуçласа мĕн каçчен ял-ял тăрăх чирлисем патне çÿреттĕмччĕ. Ĕç кал-кал пынă чух чун хĕпĕртетчĕ, çÿлерех çĕкленес килетчĕ, пурăннăн туйăнатчĕ», - аса илсе каласа пачĕ Е.Д.Калашникова.
Ĕçчен те пултаруллă хĕр çине кам ăшă куçпа пăхмĕ; 1955 çулта Елизавета Дмитриевна Вырăсушкăнь ялĕнчи каччăпа, Виктор Алексеевичпа, çемье çавăраççĕ, 6 ачана кун çути парнелеççĕ вĕсем. Çемье пуçлăхĕ чылай çул лесник пулса ĕçлет. Шел те, мăшăрсем пĕрле 12 çул çеç пурăннă, Виктор Алексеевич вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Тăлăх хĕрарăм пуçне усман, ачасене ура çине тăратассишĕн ырми-канми ĕçленĕ, йывăрлăхсене пĕчченех çĕнтерсе пынă.
Е.Д.Калашникова - тĕрĕслĕхе, чăнлăха юратакан, çын нушине ăнланакан хĕрарăм. 1967 çулта вăл çине тăнипе, район ертÿçисем тăрăшнипе Вырăсушкăнче фельдшер пункчĕ уçăлнă, унта вăл санитаркăра тăрăшнă. Апла пулин те хĕрарăм хăй ĕçне тĕплĕн пĕлнĕ. Фельдшерсем аякри ялтан пулнă май, Елизавета Дмитриевна канмалли тата уяв кунĕсенче чирлисене пулăшса тăнă. «Ялти тухтăр» тесе шÿтленĕ ун пирки вырăнта пурăнакансем. Тĕрĕс сăмахăн суйи çук ĕнтĕ. Райцентртан аякра пулнăран, Е.Д.Калашникова ялти чирлисене хăех пĕрремĕш пулăшу панă, ача çуратма хатĕрленекен хĕрарăмсене чылайăшне çăмăллантарнă. Ахальтен мар ăна ялта пурте хисеплеççĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан та вăл чылай çул сывлăх хуралĕнче тимленĕ.
Ялти хисеплĕ ветеран паянхи кун кĕçĕн ачипе, Кольăпа тата унăн çемйипе пурăнать. Вĕсем кил-çурт çĕкленĕ, пÿрте «кăвак çулăмпа» ăшăтаççĕ, выльăх-чĕрлĕх чылай усраççĕ. Ĕç ветеранĕ пушă вăхăтра ал ĕç тума ăста, çăм атă та йăвалать. Тума пĕлмен ĕç çук уншăн. Çемье çинчен каласан, аслă хĕрĕ, Вера, Афган вăрçине хутшăннă, Шупашкарта пурăнать. Вальăпа Света, Ирина тăван килтен аякра тĕпленнĕ. Нина хĕрĕ ялтах çемье çавăрнă.
- Ачасем тивĕçлĕ çынсем пулса ÿснĕшĕн савăнатăп. Тăван киле манмаççĕ, килсех тăраççĕ. Хам та вĕсем патне кайсах çÿретĕп. Мăнуксем те, пурĕ вĕсем 12-ĕн, тата мăнуксен пĕр ачи асаннене, кукамая юратаççĕ. Çамрăк чух нумай нуша куртăм, халĕ хама телейлĕ тесе шутлатăп, - терĕ вăл сыв пуллашнă май.
Источник: "Пирěн пурнăç"