13 января 2007 г.
“Ĕмĕр пурăн - ĕмĕр тĕлĕн! Ĕмĕр çул шыра”, - çапла çырать чăваш халăх сăвăçи Валерий Туркай. Эпир, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Çĕн Атикасси шкулĕнче вĕренекенсем, яланах шыравра. Хастар вĕрентекенсем ертсе пынипе пире нимĕнле çул çÿрев те хăратмасть.
Акă, вĕренĕвĕн пĕрремĕш çур çулĕ те вĕçленчĕ, пĕтĕмлетÿсем тума та кăмăллă. Ачасемпе вĕрентекенсем тăрăшса ĕçлени куç кĕретех. Педагогсен анлă тавра курăмне кура уроксем çÿллĕ шайра иртеççĕ. Çакна директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ Римма Федоровна Григорьева та палăртать. Çак çур çулта ăс-тăна аталантарас енĕпе нумай ĕçленĕ: уçă уроксем, предмет эрнисем, пултарулăх конкурсĕсем, ют чĕлхе фестивалĕ ирттернĕ. Сăмах май, ют чĕлхе фестивалĕнче пирĕн шкулти вĕренекенсем чи маттуррисем пулнă.
Шкул ачисем район шайĕнче иртекен олимпиадăсене те хастар хутшăнчĕç. Вĕсене ятран асăнма çав тери кăмăллă:
- Ирина Сюткина, 10-мĕш класс, нимĕç чĕлхи, пĕрремĕш вырăн*
- Александр Ионов, 8-мĕш класс, математика, пĕрремĕш вырăн*
- Стас Семенов, 11-мĕш класс, хими, пĕрремĕш вырăн*
- Надежда Петрейкина, 9-мĕш класс, хими, пĕрремĕш вырăн*
- Елена Сергеева, 9-мĕш класс, хими, иккĕмĕш вырăн*
- Лариса Петрова, 10-мĕш класс, хими, иккĕмĕш вырăн*
- Алина Дмитриева, 9-мĕш класс, географи, иккĕмĕш вырăн*
- Лариса Петрова, 10-мĕш класс, акăлчан чĕлхи, иккĕмĕш вырăн*
- Екатерина Петрова, 4-мĕш класс, чăваш чĕлхи, иккĕмĕш вырăн*
- Руслан Сюткин, 11-мĕш класс, экологи, виççĕмĕш вырăн*
- Лариса Петрова, 10-мĕш класс, вырăс литератури, виççĕмĕш вырăн.
Вĕренекенсен çитĕнĕвĕсемшĕн вĕрентекенсем те тав сăмахне тивĕç. Вĕсем: Р.Ф.Григорьева (нимĕç чĕлхи), В.П.Чертова (акăлчан чĕлхи), М.М.Волкова (химипе биологи тата экологи), И.Л.Евсеева (вырăс чĕлхипе литератури), В.А. Ядранская (географи), А.В. Дерстуганова (математика), С.В.Яковлева (кĕçĕн классен вĕрентекенĕ).
Сывлăхлă пулас тесен спортпа туслашма васкамалла. Çакăн пирки Светлана Николаевна Петрейкина физкультура учителĕ кулленех аса илтерсе тăрать. Кашни ачанах спорта явăçтарма тăрăшать вăл. Пĕр районтах пурăнатпăр пулин те, пур шкула та пĕлсе çитерейместпĕр çав эпир. С.Н.Петрейкина тăрăшулăхне пула вара Çĕн Атикасси шкулне пĕлмен çын районĕпе те çук. Акă, шахматла выляс енĕпе пирĕн шкул районта виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. 8-мĕш класра вĕренекен Петя Майоров вара республикăра виççĕмĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. 10-мĕш класра вĕренекен Роза Давыдова хăвăрт чупас енĕпе районта пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Кире пуканĕ йăтассипе Геннадий Кузнецов - пĕрремĕш, Георгий Кузнецов виççĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕç. Баскетбол выляссипе те Çĕн Атикасси шкулĕнче вĕренекенсем хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç: кĕçĕн ушкăнри хĕр ачасем - виççĕмĕш, аслă ушкăнри хĕр ачасем - иккĕмĕш, аслă ушкăнри арçын ачасем виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç.
Çапла, Çĕн Атикасси шкулĕнче пĕрре те вăхăта ахаль ирттермеççĕ. Эппин, 2007 çулта та ÿсĕмсем тумалла пултăрччĕ!
Источник: "Пирěн пурнăç"