12 августа 2013 г.
Лайăх тыр-пул ÿстерсе илме мĕн чухлĕ вăй-хал, ăсталăх кирлине çĕр ĕçĕпе аппаланакан çын кăна пĕлет. Ял хуçалăх производствин технологине çирĕп пăхăнса пымалла, çĕрпе, техникăпа тата ытти пурлăхпа туллин усă курмалла, ял хуçалăхĕнчи çĕнĕлĕхсемпе малта пыракансен опытне ĕçе кĕртмелле, çĕр ĕç культурине ÿстерсе пымалла...
Кăçал район уй-хирĕнче япăх мар тыр-пул ÿсет. Акса çитĕнтернĕ тыр-пул лаптăкĕ 5030 гектар йышăнать. Ăна лайăх пахалăхпа, тăккаламасăр пухса илесси – çĕр ĕçченĕ умĕнче тăракан паянхи çивĕч задача.
Июль уйăхĕнче пуçланнă вырма ĕçĕсем кал-кал пулса пыратчĕç, анчах пĕр хушă çумăр çуса тăни чăрмавсем кăларса тăратрĕ. Халĕ, ав, çанталăк уçăлса кайрĕ, комбайнерсем каллех тыр-пул пуссине тухрĕç.
Августăн 7-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсем тыр-пула 1573 гектартан пуçтарса илме ĕлкĕрнĕ, 3392 тонна тĕш тырă çапса тĕшĕленĕ. Районти вăтам тухăç – гектар пуçне 21,6 центнер.
Çав хушăрах хуçалăхсенче кĕр аки валли çĕр хатĕрлес ĕç пырать. Хальлĕхе 1072 гектар çĕр хатĕрленĕ. Кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсене кăçал 2800 гектар çинче акса хăварма палăртаççĕ. Хальхи вăхăтра хуçалăхсем элитлă вăрлăх туянассипе ĕçлеççĕ.
Вырма ĕçĕсем пынă хушăрах выльăх апачĕ янтлаççĕ. Районĕпе 3738 тонна утă, 6650 тонна сенаж, 700 тонна силос хатĕрленĕ.
А.ЗАМУТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"