Староатайский территориальный отдел администрации Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисепе тивĕçрĕ

10 ноября 2012 г.

Ял хуçалăх ĕçченĕн кунне халалланă уявра Яманкассинчи фельдшер пунктĕнче фельдшерта тимлекен Серафима Денисована Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине парса чысларĕç.

Серафима Моисеевна сывлăх сыхлавĕнче 1977 çултанпа вăй хурать. Малтанах вăл Çĕн Атикассинчи фельдшер пунктĕнче тăрăшнă, 1988 çултан пуçласа вара Яманкассинче ĕçлет. 35 çул хушшинче вăл тивĕçĕсене туллин пурнăçласа пынă, хăйĕн патне пулăшу ыйтма пынисене эмелпе кăна мар, сĕнÿ-канашпа та пулăшнă. Яманкассисен сывлăхĕ çирĕп пултăр, вĕсене чир-чĕр ан аптăраттăр тесе хăйĕнчен мĕн килнине йăлтах тума тăрăшать ялти фельдшер.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика