Староатайский территориальный отдел администрации Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветеранăн аса илĕвĕсем

21 апреля 2010 г.

Варвара Николаевна Николаева педагог 90 çула çывхарса пырать. Шупашкар районĕнче Таушкасси ялĕнче 1921 çулта çуралнăскер хăйĕн ĕмĕрне Хĕрлĕ Чутай районĕнче Çĕн Атикасси ялĕнче ĕмĕрлет. Çуралма вăл хресчен çемйинче çуралнă, тăватă хĕртен вăл чи асли пулнă. Ашшĕ, Николай Васильевич Васильев, Граждан вăрçинче те пулнă, унтан Аслă вăрçа 1942 çулта тухса кайнă, 1944 çулта аманнă алăпа киле таврăннă, нумай çул хушши бригадир пулса ĕçленĕ. Амăшĕ, Пелагея Автаномовна Автаномова, ĕмĕр тăршшĕпех колхоз ĕçĕнче пиçĕхнĕ.

1929 çулта çак çемьери аслă хĕр ача юнашарти Акулева ялне пуçламăш шкула кайнă. Пуçламăш шкула пĕтернĕ хыççăн ШКМ (школа колхозной молодежи) текен çĕре Хыркасси ялне вĕренме çÿренĕ. ШКМ пĕтерни çичĕ класс пĕтернипе танлашнă, çамрăк хĕр малаллах талпăннă, кун пек пĕлÿ уншăн çителĕксĕр пулнă, çавăнпа вăл 12 çухрăмра ларакан Толиково ялĕнчи вăтам шкула çул тытнă. Темĕнле йывăр пулсан та чăтăмлăх çитерсе 1939 çулта алла вăтам шкул пĕтерни çинчен аттестат илнĕ. Вăл вăхăтра шкулсенче вĕрентекенсем çитмен, 10 уйăхлăх курссем уçнă. Варвара Николаева та çав курса пĕтерсе чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ пулса тăнă.

25 тенкĕ укçа (подъемный) парса ăна Хĕрлĕ Чутай районне Çĕн Атикасси шкулне вĕрентме янă.

Мĕнле тата мĕнпе çитмелле ку района тесе нумай шутланă çамрăк хĕр. Унăн телейне машин тупăннă. Хĕрлĕ Чутая çитме 20 тенкĕ тÿленĕ. Каç пулсан кăна Чутая çитнĕ. Ăçта çĕр каçмалла; Палламан пĕр хĕрарăм хăйсем патне илсе кайнă. Ирхине хĕр РОНОна çул тытнă, ертÿçĕпе паллашнă, унти инспекторăн çамрăка лав тупса яла ăсатмалла пулнă. Анчах кунĕпе пĕр лав та тупăнман, хĕрĕн каллех çĕр каçма çав малтанхи хĕрарăм патнех кайма тивнĕ. Тепĕр ирхине каллех РОНОра ларнă хĕр, каллех нимĕн те çук тенĕ ăна ертÿçĕсем. Вара çамрăк хĕр хăех почта турттаракан лав тупса, юлашки 5 тенкине парса Çĕн Атикасси ялне çитнĕ. Ăна шкулта ĕçлекен Георгий Семенович Самсонов хваттер тупса парса вырнаçтарнă. Ку ĕçсем 1940 çулта сентябрь уйăхĕнче пулса иртнĕ.

1940 çул. Пĕрремĕш сентябрь. Паянхи кун пек ас тăвать ватă вĕрентекен хăйĕн пĕрремĕш урокне.

– Урок 5 класра пырать, предложени мĕнне вĕрентетĕп. Класра ачасем пĕр 25-30-ăн. Пурте мана тимлĕн итлеççĕ, куç илми, шăтарас пек ман çине пăхаççĕ. Предложени мĕнне ăнлантартăм. Мĕнле предложенисем пулаççĕ, ăна та каласа патăм. Тĕрлĕ тĕслĕхсем те тупрăмăр, анчах урок нимĕнле те вĕçленмест. Хăçан шăнкăрав пулать-ши тесе чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Хамăн пурнăçри пĕрремĕш урок пек вăрăм урок урăх ас тумастăп, – аса илет педагог.

40-мĕш çулсенче ялсенче ликбез е всеобуч йĕркеленĕ. Çамрăк хĕрĕн хăйĕнчен темиçе çулах аслă çынсене вулама, çырма, шутлама вĕрентме тивнĕ. Ачаллă хĕрарăмсене килĕсене кайса вĕрентнĕ. Вĕренни çав тери кирлĕ пулса тăнине нумайăшĕ вăрçă çулĕсенчех ăнланса илнĕ. Çырулăха вĕренменнисем килĕсене нимĕн те çырса пĕлтереймен.

Варвара Николаевна пĕр çул шкулта ĕçленĕ хыççăн июнь уйăхĕнче Шупашкара пединститута вĕренме кĕме кайнă. Шăп çав вăхăтра Аслă вăрçă пуçланнă. Пурте лавккасенче мĕн илмелли пур, çавна туяннă. Çамрăк хĕр халăх мĕн хăтланнине тÿрех ăнланса та илеймен. Вăл хăйĕн ĕмĕчĕсемпе пурăннă. Унăн чунĕ тăван кĕтесе турттăннă, анчах ун чухне сана мĕн каланă, çавна тумалла пулнă. Каллех Çĕн Атикассинех таврăнма тивнĕ пединститут студенткин. Вăрçă кансĕрленипе институтне те 50-мĕш çулсенче кăна пĕтерме тÿр килнĕ.

– Хăрушă вăрçă çулĕсем... Вăрçăра та йывăр, ялта та нуша, выçлăх, çитменлĕх... Унта та, кунта та вилĕм юнашарах çÿрет. Темле пулсан та ачасене вĕрентмелле. Укçи-тенки вĕрентекенĕн нимĕн чухлĕ те пулман.

Ас тăватăп пĕр уйăх укçипе инçетри яла кайса 10 килограмм тулă илсе килнине.

Классенче сивĕ хуçаланать, хутма вутă çук, вăрманне ĕçлеме арçынсем çук. Кашни вырсарни кун ачасемпе вăрман ĕçлетпĕр, кайран вăкăрсемпе турттаратпăр. Килетпĕр çапла пĕррехинче вăкăрсемпе Вырăсушкăнь вăрманĕнчен вутă турттарса. Çур çула çитсен пĕр вăкăрĕ выртрĕ. Мĕн тумалла, çапса та пăхатпăр, кăшкăратпăр, вырăнтан та хускалмасть. Пĕр çын иртсе пыратчĕ, çав пире хăлхинчен кăшкăрăр терĕ. Чăнах, çапла тусан вăкăр тăчĕ, чиперех шкула çитсе вутă пушатрăмăр, – аса илет ветеран.

1942 çулта контузи хыççăн Андрей Ильич Ардвеньева тăван ялне сывалса çитме янă, çав вăхăтра вăл çамрăк хĕре, Варвара Николаевнана, килĕштерсе çемье çавăрма ĕлкĕрнĕ. Унтан каллех вăрçа тухса кайнă. 1943 çул вĕçленсе пынă чух Галя ятлă хĕр ача кун çути курнă. Тепĕр çултан кăна ача хăйĕн ашшĕне курнă. 1945 çулта çемьере тепĕр хĕр ача çуралнă. Ăна Роза ят панă, анчах унăн ĕмĕрĕ кĕске пулнă, тепĕр виçĕ çултан ÿпке шыççипе чирлесе çĕре кĕнĕ.

– Кунне-çĕрне пăхмасăр шкулта ачасемпе ĕçленĕ, тен, çавăнпа та хамăн тăван чĕппĕме пăхса çитереймерĕм, – хурланать халĕ те амăшĕ.

Шкулта ĕçленĕ чухне мĕн кăна тÿсмен-ши? Ирхине ирех тăрса килте кăмака хутса, апат пĕçерсе Кив Атикассине васкаттăмччĕ. Унта ман шкула çÿремен Абрамов хушаматлă ача пурччĕ. Кашни кун тенĕ пекех ăна илме каймаллаччĕ, мĕншĕн тесен сан класри ача шкула çÿремест пулсан директор "çисех" яратчĕ. Килетпĕр çав ачапа уй урлă, çур çултан иртсен ача ларчĕ те тăмасть. " Тап, çап мана", – тет. "Э,– тесе шутлатăп, – халĕ эпĕ 18 çулхи хĕр мар". 8 сехет тĕлне шкула çитмелле, нумай шутласа тăма вăхăт çук. Çиччĕмĕш класа каякан арçын ачана тытрăм та шкула çитиччен йăтса килтĕм. Çапла нушталанса çав ачана 7 класс пĕтерттертĕм.

Аса илмеллисем ватă вĕрентекенĕн нумай. Хăшне-пĕрне кулса аса илет, хăшне – куççуль витĕр.

– 1969 çул. Вĕрентекенсен август уйăхĕнчи конференцийĕ пырать. Мана шкул директорĕ Гордей Федорович Мадюшкин чĕнсе илчĕ те пиллĕк тенкĕ укçа пачĕ, алла Чурпай ялĕнчи тăлăх ачана Василий Николаева тыттарчĕ. Манăн çак ачана Шупашкара интерната вырнаçтарма каймалла пулчĕ. Тахçанхи справкăсем тесе икĕ кун интернат алăкĕ умĕнчен пире каялла яраççĕ. Мĕн тумалла; Яланхи канăç паман ыйту. Çул тытрăм министерствăна. Мана йышăнчĕç, ыйтăва татса пачĕç. Ачапа интерната каялла кайрăмăр, çул çинче пĕр килограмм пан улми илсе патăм. Тăлăх ачана йышăнма воспитательница тухрĕ. Эпĕ Ваççапа сыв пуллашатăп, сĕнÿсем паратăп: "Ваççа, вĕрентекенсене итле, сана кунта хута кĕрекен никам та çук", – тетĕп. Воспитателĕ тÿрккес хĕрарăм пулчĕ. "Итлемесен тĕрме", – тесе виçĕ хутчен каласа хучĕ те ачана илсе кĕртсе кайрĕ. Ачана илсе кайсанах икĕ куçăмран куççуль юхса анчĕ, интернат картишĕнчен йĕре-йĕре тухса кайрăм, – аса илет В.Николаева. Çавна Ваççа чÿречерен курнă, тен, çавăнпах çырусем çырма пуçланă Варвара Николаевна патне. Çапла вĕрентекен çак тăлăх ачашăн чи çывăх çын, иккĕмĕш амăшĕ пулса тăнă. Паянхи кун та вĕсем питĕ туслă. Кашни çулах халĕ ĕнтĕ çамрăках мар, çемьеллĕ, ача-пăчаллă арçын Çĕн Атикассине хăйĕн юратнă вĕрентекенне курма килет.

46 çул пĕр шкулта чунне парса ĕçленĕ Варвара Николаевна Николаева. Чылай ачана ăс-тăна вĕрентнĕ. Шутне пĕлмест пулсан та хăйĕн вĕренекенĕсене пурне те ас тăвать ватă, типтерлĕ, шурă çÿçлĕ ветеран.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика