Староатайский территориальный отдел администрации Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Александр Судухин – Тăван çĕршыв вăрçин ветеранĕ

03 апреля 2010 г.

А.Судухин Çĕн Атикасси ялĕнче 1920 çулта апрелĕн 1-мĕшĕнче хресчен çемйинче кун çути курнă. 1921 çулта кулаксем унăн ашшĕне вĕлернĕ, 1926 çулта вара амăшĕ çут тĕнчерен уйрăлнă. Пĕчĕк Сашăна Етĕрне хулинчи ача çуртне ăсатаççĕ. Тепĕр сакăр çултан, 1933 çулта, аслă пиччĕшĕ ăна ача çуртĕнчен тăван тăрăха илсе таврăнать. Арçын ача ялти шкула çÿреме тытăнать.

Тулли мар вăтам шкула пĕтерсен А.Судухина ветфельдшерсен районти колхоз шкулне вĕренме янă. Унта пĕлÿ илнĕ хыççăн вăл тăван хуçалăхра ветеринари фельдшерĕ пулса ĕçлеме тытăнать. Çамрăк 1940 çулта çар ретне тăнă. Служба Кавказ тăрăхĕнче, Батуми хулинче, иртнĕ. 256-мĕш артиллери полкĕнче Александр Михайлович кĕçĕн командирсен шкулне пĕтернĕ. Сержант званине тивĕçнĕскере 6-мĕш минометлă батарейăна ветинструктора куçарнă.

А.Судухинăн Кавказ тăрăхĕнчи çапăçусене хутшăнма тивнĕ. 1942 çулхи октябрьтен тытăнса 1943 çулхи март уйăхĕ вĕçленичченех Хура тинĕсрен тытăнса Лазаревски станцие çитичченех Белореченск, Апшеронск, Краснодар, Словянск, Тройск еннелле тăсăлнă çапăçусенче пиçĕхнĕ.

1943 çулхи мартăн 30-мĕшĕнче Крымски чукун çул станцийĕ патĕнче йывăр аманать. Салтакăн Кисловодскри 2047" госпитальте сипленме тивнĕ. Июнь уйăхĕнче комисси ăна çар службине малалла тăсма юрăхсăр тесе йышăнать. Тăван тăрăха таврăнсан Хĕрлĕ Чутайри çар ĕç комитечĕ Александр Михайловича салтак çулне çитменнисене çар ĕçне вĕрентме хушать. Шаннă тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать вăл. Хыççăн вăл хуçалăхра ветфельдшер пулса та тимлет.

1954 çулта планпа куçарнипе Çĕпĕре, Красноярск крайне куçать. Усть-Абакански районĕнчи Доможаково салинчи Молотов ячĕллĕ колхоза вырнаçать. Кунта та ветеринари енĕпе ĕçленĕ. 1970 çултанпа вара строительство цехĕнче тимленĕ, 1975 çултан тытăнса мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тимĕрçĕ пулса тăрăшнă.

А.Судухина вăрçăра хăюлăх кăтартнăшăн Отечественнăй вăрçăн II степеньлĕ орденĕпе, "Кавказа хÿтĕленĕшĕн" тата "1941-1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн" медальсемпе наградăланă. Ветеранăн юбилей медалĕсем те чылай.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика