Староатайский территориальный отдел администрации Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавах сире, ветерансем!

10 марта 2010 г.

Район хаçачĕ 80 çул тултарнине, Аслă Çĕнтерĕве 65 çул çитнине тата районти хĕрарăмсене иртсе кайнă Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе халалласа.

Майăн 9-мĕшĕнче эпир яланхи пекех Çĕнтерÿ кунне паллă тăватпăр. Çак çĕнтерÿре хĕрарăмсен тÿпи те пысăк. Районта нумай-нумай хĕрарăм вăрçă вучĕ витĕр тухнă. Вĕсем арçынсемпе пĕр танах çапăçнă, тăшмана çапса аркатса çĕнтерÿ кунне çывхартма тăрăшнă.

Вĕсем хушшинче манăн анне Зинаида Георгиевна Самсонова (Григорьевская) Çĕн Атикасси хĕрĕ те пулнă. 1942 çулта 18 çулхи хĕр хăйĕн ирĕкĕпе вăрçа кайса 1945 çулта вăрçă пĕтсен кăн-кăвак çÿçсемпе таврăннă. Эпĕ пĕлнисенчен К.Ижетникова, З.Кудряшова, В.Петрова,Н.Спиридонова тата ыттисем те. Районтан вăрçа 54 хĕрарăм кайнă.

Хĕрлĕ Чутай районĕн «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатĕнче 1941 çулхи июлĕн 9-мĕшĕнче çапла çырнă: «Фронта яма ыйтса 30 çын заявлени панă. Вĕсенчен 7-шĕ хĕрарăмсем. Пурте вĕсем хăйсен заявленийĕсенче алла пăшал тытса Тăван çĕршыва сыхлама тата санитарка пулса ĕçлесе суранланнă красноармеецсене пулăшма яма ыйтаççĕ».

Тылри хĕрарăмсем те Тăван çĕршывшăн, тыла çирĕплетессишĕн, Хĕрлĕ Çара пулăшассишĕн пĕтĕм вăй-халне панă. Вăй питти арçынсем фронта кайнă май, пĕтĕм йывăр ĕç вĕсем çине тиеннĕ.

1941 çулхи августăн 12-мĕшĕнче хаçатра çапла çырнă: «МТСра 12 трактористка ĕçлет тата унсăр пуçне 13 хĕр ача трактористсен курсĕнче вĕренет». «Утă пуçтарнă вăхăтра «Пятилетка» колхоз колхозницисем Е.Важорова, Москалева, А.Тайкина кулленех ĕç нормине 150-170 процент тултараççĕ».

1941 çулхи октябрĕн 5-мĕшĕ: «А.Ермолаева трактористка кашни кунхи плана тултарса ĕçлесе 10-15 килограмм горючи перекетлесе пырать. Туктамăшри Ефимия Захаровна Пигильдина 1942 çулта трактористсен курсне пĕтерсе Мария Петровна Таланцева ертсе пыракан трактор бригадинче ĕçлеме пуçлать. (Ăна 1950 çулта район Совечĕн депутатне суйланă).

«Профинтерн» (Çирĕккасси ялĕ) колхоз председателĕ А.Кагайкина, Е.Мареевская бригадир районта малтисен ретĕнче пулнă.

1942 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 16-мĕшĕччен район оборона фондне 1112 сурăх тирĕ, 251 пăру тирĕ, 280 килограмм çăм, 191 мăшăр алсишпе перчетке, тиртен тунă 16 мăшăр алсиш, 52 мăшăр нуски, 20 шинель, 10 фуфайка, 12 ватник панă. Çаксен нумай пайне хĕрарăмсем хатĕрленĕ.

1942 çулхи декабрĕн 19-мĕшĕ. Районта «Колхозник Чувашии» танксен колонни валли 250 пин тенкĕ укçа пуçтарнă.

Хĕрарăмсем упăшкисене, ывăлĕ-хĕрĕсене вăрçăран кĕтсе, ачисене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерме тăрăшнă, нушине нумай курнă. Акă, Хĕрлĕ Чутай салинчи Анна Сергеевна Столярова упăшкипе аслă ывăлне вăрçа ăсатса тата 4 ачине çитĕнтернĕ. Колхоз ĕçĕнчен пĕр кун та юлман. 1943 çулта упăшки вăрçăран инвалид пулса таврăнсассăн ăна ура çине тăратма нумай тăрăшнă.

Вилни çинчен хутсем килсессĕн те пирĕн хĕрарăмсен кулянса ларма вăхăчĕ те пулман. Вăрман каснă, окопсем чавнă. 1942 çулхи декабрĕн 9-мĕшĕнче район хаçачĕ: «Чукун çул валли «Красночетайский» колхоз ĕçченĕсем 2275 кубометр вăрман касса вутă хатĕрленĕ», – тесе çырнă. Кашни килтех фронт валли улма-çырла, çĕр улми, сухан, кишĕр, хĕрлĕ кăшман, килти кăмакасенче типĕтнĕ. 1 килограмм типĕтнĕшĕн 1,5 ĕç кунĕ панă.

Хĕрарăмсем çакнашкал паттăрлăх кăтартакан çĕршыва никам та нихăçан та çĕнтерме пултараймасть. Тайма пуç сире, вăрçă вăхăтĕнчи хĕрарăмсем. Кунĕсем сирĕн вăрăм та телейлĕ пулччăр.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика