Староатайский территориальный отдел администрации Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕлтĕр спорчĕ – сывлăх та, савăнăç та

17 февраля 2010 г.

Февралĕн 14-мĕшĕнче районти тĕп стадионра «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2010» чупу иртрĕ. Массăллă ăмăртăва пурĕ 350-а яхăн çын хутшăнса сывлăха çирĕплетрĕ.

Çулсеренех иртекен спорт уявне район пуçлăхĕ А.И.Криков уçрĕ, йĕлтĕр спортне кăмăллакансене çирĕп сывлăх, ăнăçлă старт сунчĕ. Çĕршыв шайĕнче иртекен чупăва уçма Чăваш Республикин куçман пурлăх кадастрĕн федераллă агентствин управленийĕн ертÿçи В.Егоров килсе çитнĕ. Валерий Григорьевич район çыннисене массăллă чупăва хутшăнма кăмăл тунăшăн ырларĕ, йĕлтĕр спорчĕ сывлăхшăн усăллине палăртрĕ, спорт уявĕпе пурне те саламларĕ.

Унтан йĕлтĕр сырса тухнисем старта хатĕрленчĕç. Акă, кĕçех 12 çулхи тата унтан кĕçĕнрех хĕр ачасем, хыççăн арçын ачасем старта тăчĕç. Чи малти вырăнсене М.Чангайкина (Çĕн Атикасси), А.Дадюков (Хĕрлĕ Чутай) çĕнсе илчĕç.

13-14 çулхисен кĕрешĕвĕнче И.Сатлайкинапа (Штанаш) Ю.Вазин (Питĕркасси) пултаруллăрах пулчĕç.

15-16 çулхи спортсменсен йышĕнче Н.Кирилловапа (Питĕркасси) Е.Сатлайкин (Çĕн Атикасси) пурне те хыçа хăварса финиша пĕрремĕш çитрĕç.

17-18 çулхи çамрăксен кĕрешĕвĕнче О.Ивановапа (Çĕн Атикасси) Э.Дадюков (Хĕрлĕ Чутай) чи вăйлисем пулчĕç.

Унтан предприятисенче, организацисенче, ял тăрăхĕсенче тăрăшакансем хушшинче ăмăрту пуçланчĕ.

19-29 çулхи çамрăксен йышĕнчен А.Анисимовапа (Ачкасси) Ю.Морозов (Пантьăк) дистанцие ăнăçлă вĕçлерĕç.

30-39 çулхи хĕрарăмсем хушшинче С.Петрейкина (Çĕн Атикасси шкулĕн физкультура учителĕ) чемпион ята çĕнсе илчĕ. Ун хыççăн финиша Е.Мидейкина (Хĕрлĕ Чутай), Н.Мурайкина (Тралькасси) вĕçлерĕç. Арçынсен кĕрешĕвĕнче В.Михуткин (Кÿпеш) спорт ăсталăхне кăтартрĕ. Тралькассинчи Владимирпа Андрей Мурайкинсем те уяв парнине тивĕçрĕç.

40-49 çулхи хĕрарăмсен ăмăртăвĕнче А.Дадюкова (Хĕрлĕ Чутай) чи лайăх кăтартупа асра юлчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – Р.Вазяковапа (Пантьăк) Л. Ионова (Кив Атикасси). Арçынсен тупăшăвĕнче В.Дадюков (спорт шкулĕн тренерĕ) чи малтан дистанцие вĕçлерĕ. Унтан И.Сатлайкинпа (Штанаш) Ю.Михайлов (райсуд ĕçченĕ) финиша çитрĕç.

50-59 çулхисем те чупăва хастар хутшăнчĕç. Ку ушкăнра хĕрарăмсенчен Л.Белова (Тури Çĕрпÿкасси) хастартарах пулчĕ. А.Криковапа (Хăмаркка) С.Герасимова (Тури Çĕрпÿкасси) та лайăххисен йышĕнче. Арçынсен ушкăнĕнче малти вырăнсене А.Пакрушов (Штанаш), В.Сатлайкин (Хĕрлĕ Чутай), Ю.Илюшкин (Тралькасси) тивĕçрĕç.

Спорт ветеранĕсем те аякра юлмарĕç. Хĕрарăмсенчен яланхи пекех Л.Михуткина (спорт шкулĕн тренерĕ) чи хастарри пулчĕ. 60 тата унран та аслăрах çулхи арçынсен тупăшăвĕнче В.Харитонов (Хусанушкăнь) çĕнтерчĕ. Иккĕмĕш вырăнта – Ю.Шереметьев, виççĕмĕш – П.Кагайкин (Хĕрлĕ Чутай).

Çакăнтах йĕлтĕр сырса уява хутшăннă спорт çемйисене те асăнмалла. Вĕсем – Хĕрлĕ Чутайри Дадюковсем, Аливанкинсем, Тралькассинчи Мурайкинсем, Илюшкинсем.

«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2010» чупăвăн чи çамрăк спортсменĕ – Хĕрлĕ Чутайри 5 çулхи М.Аливанкина, чи асли – 70 çулхи П.Кагайкин пулнине палăртмалла.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика