Староатайский территориальный отдел администрации Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырăпа усала уйăрма вĕрентĕ

06 февраля 2010 г.

Кăçалхи апрель уйăхĕнче Раççей шкулĕсенче, малтанласа вун тăхăр регионта (çав шутра Чăваш Енре те) тĕн культурин никĕсĕсене тата чиркÿпе çыхăнман этикăна вĕрентессине сăнав пек ирттересси пуçланать.

Шкул ачисем çĕнĕ предмета эрнере икĕ сехет тăватă уйăх шĕкĕлчĕç, 4-мĕш класра юлашки чĕрĕкре, 5-мĕшĕнче вара пĕрремĕш чĕрĕкре. Ку предметăн 6 пай (ăна урăхла модульсем теççĕ): православи, мăсăльман, Будда, иудаизм тата тĕнчери ытти тĕп тĕнсен культурин пĕтĕмĕшле никĕсĕсем, çавăн пекех чиркÿпе çыхăнман этика. Ачана хăш модульпе вĕрентесси йăлтах унăн ашшĕ-амăшĕнчен килет. Хальлĕхе районти лару-тăрăва тишкерсен çакă паллă: 6 шкулта православи культурин никĕсне суйласа илнĕ, 2-шĕнче – чиркÿпе çыхăнман этикăна, 9-шĕнче – тĕнчери ытти тĕп тĕнсен культурин никĕсне. Çапла майпа, районта тĕн культурин никĕсĕсене тата чиркÿпе çыхăнман этикăн 3 модульне çеç суйласа илнĕ. Ачасемпе илсен, православи культурине вĕренме районти 4-мĕш классенче вĕренекенсенчен 58-шĕ кăмăл тунă, чиркÿпе çыхăнман этикăна – 29-шĕ, тĕнчери ытти тĕнсен культура никĕсне – 84-шĕ.

Ку предметпа вĕренмелли кĕнекесене Мускавран укçасăрах ярса парĕç. Асăннă предмета кĕçĕн классен учителĕсемех вĕрентĕç. Çакна та палăртмалла, январĕн 24-31-мĕшĕсенче Мускавра вĕрентÿ ĕçченĕсен квалификацине ÿстерме пулăшакан академире учительсене тĕн культурин никĕсĕсене тата чиркÿпе çыхăнман этикăна вĕрентессин методикине алла илтерес тĕллевпе вĕрентÿ иртнĕ. Вăл пурĕ 72 сехете тăсăлнă. Çав хушăра педагогсем "Никĕссем" тĕлĕшпе лекцисем итленĕ. Çакна та асăнмалла, академинче февраль вĕçĕчченех 1000 специалиста пĕлÿ парĕç. Çĕршывĕпе вара шкулсенче çĕнĕ дисциплинăна 15 пин учитель вĕрентĕ. Уйăх хушшинче Мускавра 15 пин вĕрентекене чĕнме май пулманнипе районтан Хĕрлĕ Чутайри шкулта тимлекен И.Захарова учителе янă. Ирина Евгеньевна Захарова Раççейри паллă ученăйсен лекцийĕсене итленĕ. Шăпах вăл çак çĕнĕ предмета вĕрентекен пуçламăш класс учителĕсене хăй илнĕ пĕлÿпе çитес вăхăтра тĕплĕнрех паллаштарĕ.

Çÿлерех асăннă предмет ачасене Турă саккунĕсене мар, ырăпа усала уйăрма, ытти çынна ырă тума вĕрентĕ.

Вĕрентÿ курсĕн сăнавне 2010-2011 çулсенче çак шкулсем хутшăнаççĕ:

Пенза, Вологодск, Новосибирск, Томск, Курган, Свердловск, Кострома, Тамбов, Тверь, Калининград, Еврей автономи облаçĕсенчи; Камчатка, Красноярск, Ставрополь крайĕсенчи; Удмурт, Чăваш, Калмăк, Карачай-Черкес, Чечен Республикисенчи.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика