Староатайский территориальный отдел администрации Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни ĕнерен вăтамран 4645 килограмм сĕт

21 октября 2009 г.

Анат Çĕрпÿкассинчи ĕне ферминче тăрăшакансем çулленех лайăх продукци туса илеççĕ. Акă, Альбина Иванова кăçалхи 9 уйăхра пурĕ 111 тонна та 488 килограмм сĕт сунă е кашни ĕнерен вăтамран 4645 килограмм продукци илнĕ. Елена Максимова доярка та çав тапхăрта 102 тонна та 475 килограмм сĕт сунă. Унăн ушкăнĕнчи кашни ĕне вăтамран 4455 килограмм сĕт антарнă. Надежда Соловьевапа Галина Филиппован кăтартăвĕсем те виçĕ пин çурă таранах. «Свобода» колхоз дояркисем çĕнĕ çулта сĕт сăвассине пилĕк пинрен ирттерме тĕллев лартаççĕ.

З.Токаревапа Г.Филиппова пăру пăхакансем те выльăх-чĕрлĕхе чĕрĕ ÿт хуштарассипе лайăх ĕçлеççĕ. Вĕсен самăртма хупнă выльăхĕсем талăкра 600-800 грамм таран ÿт хушаççĕ.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика