Староатайский территориальный отдел администрации Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимсĕрлĕх инкек патне илсе çитернĕ

10 октября 2009 г.

РФ прокуратури çумĕнчи Следстви комитечĕн следстви управленийĕн районсем хушшинчи Етĕрнери следстви пайĕ "Свобода" колхозăн 8" уйĕнче Анат Çĕрпÿкасси çыннин виллине тупнă фактпа следстви умĕнхи тĕрĕслев ирттерет. Тĕрĕслев вăхăтĕнче кăçалхи августăн 17-мĕшĕнче асăннă хуçалăхăн тĕрлĕ ĕçсене пурнăçлакан ĕçченĕ, транспорт хатĕрĕпе çÿреме ирĕксĕр юлнă пулин те, "МТЗ-80" тракторпа тата "Волга-2" косилкăпа вырма ĕçĕсене хутшăннă чух çав вăхăтра уйра пулнă арçын çине кĕрсе кайнă. Çак арçын кĕлетке шăмми чылай çĕрте хуçăлнине тата шалти органсем хытах сиенленнине пула инкек пулнă вырăнтах вилсе кайнă. Хальхи вăхăтра арçын çине тракторпа кĕрсе кайнă фактпа асăннă предприятинче тăрăшакансен ĕç сыхлавĕ тĕлĕшпе тĕрĕслев ирттерес енĕпе патшалăх ĕç инспекцийĕн сотрудникĕсене явăçтарнă. Унăн кăтартăвĕсем тăрăх РФ Уголовнăй Кодексĕн 143 статйин иккĕмĕш пайĕпе (хăрушсăрлăх техникин е ĕç сыхлавĕн ытти правилисене пăхăнма яваплă пулнă çын вĕсене пăсни тата çакă тимсĕрлĕхе пула çын пурнăçне вăхăтсăр татни патне илсе çитерни) уголовнăй ĕç пуçарас ыйтăва татса парĕç.


Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика