Староатайский территориальный отдел администрации Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Техника юсавлăхĕшĕн тăрăшар

10 октября 2009 г.

Республикăра, çавăн пекех районта та техникăна хĕллехи управа лартас тапхăр пуçланчĕ.

Тырă пуссинче ĕç çи тахçанах вĕçленнĕ ĕнтĕ. Анчах çанталăк условийĕсем лайăх пулнăран ял хуçалăх организацийĕсенче çĕртме сухи пырать. Çитес çулхи тыр-пулшăн тăрăшакансем кĕрхи çĕртме ытларах туса хăварассишĕн тимлеççĕ. Вăхăт васкатать. Акара, выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçре, вырмара усă курнă техникăна машина-трактор паркне вырнаçтарса лартассипе çине тăрсах ĕçлемелле. Йĕрке тăрăх, мĕн пур техникăна ноябрĕн 1-мĕшĕччен хĕллехи управа лартса çитермелле.

Хĕл каçма хатĕрлес умĕн ял хуçалăх машинисене пылчăкран, тыр-пулпа çĕр юлашкийĕсенчен типтерлĕ тасатмалла, ременьсене вĕçертсе хумалла. Ĕç тăвакан пайсене çу сĕрмелле, тутăхма пултаракан пайсене хÿтĕлемелли сăрăсемпе сăрламалла. Пĕтĕмĕшле каласан, производствăра ÿсĕмсем тăвас тесен техникăна лайăх управа лартасси çине тимлĕх уйăрмалла. Ял хуçалăх машинисен юсавлăхĕшĕн паян тăрăшмасан, çитес çул уй-хир ĕçĕсене вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлаймастăн. Çакна кашни механизаторăн асра тытмалла, механик-инженерсен çитменлĕхсене асăрхаса вĕсене çийĕнчех пĕтерме тăрăшмалла.

Районти ял хуçалăх техникине хĕл каçма мĕнле лартнине октябрь уйăхĕ вĕçленичченех тĕрĕслесе тăратпăр. Хальлĕхе ку тĕлĕшпе лару-тăру мĕнлерех-ха; Малтанхи тĕрĕслев çакна кăтартрĕ. Районти ял хуçалăх кооперативĕсемпе фермер хуçалăхĕсем, колхоз ертÿçисем, пурте мар, паллах, ĕçе яваплăха туйса пурнăçлаççĕ. Ырă енĕпе «Коминтерн» ЯХПК механизаторĕсене, унти специалистсене асăнмалла. Вĕсем Çĕр ĕçченĕн çулталăкне ăнăçлă вĕçлеççĕ темелле, мĕн пур техникăна тухăçлă ĕçлеттерсе, кăкарса ĕçлемелли агрегатсене, тĕрлĕ йышши комбайнсене кирлĕ пек вырнаçтарнă. Атнарсем кăçал 5 комбайнпа тыр-пула вырса-çапса илчĕç. Вĕсенчен «Агрос-530» йышши çĕнĕ комбайн пулчĕ. Çав хушăрах кунти сухаçăсем паян уй-хирте кĕрхи çĕртме тăваççĕ. Хыççăн суха пуçĕсене типтерлĕ парка çитерсе лартĕç.

Атнарсем «хир карапĕсене» пĕр линейкăна вырнаçтарса лартнă. Анчах мĕн пур техника та хăйсен вырăнĕнче теме иртерех-ха. Техникăшăн яваплă специалистсен вăхăта сая ямасăр агрегатсене хĕллехи управа лартассипе тимлемелле.

«Свобода» колхоз паркĕнче тырă акмалли, выльăх апачĕ хатĕрлемелли агрегатсене тата тырă вырмалли комбайна хĕллехи управа лартнă. Хуçалăх ертÿçи В.Бромбин ку енĕпе механизаторсенчен çирĕп ыйтать. Çавăнпа техника паркĕнче йĕрке пур.

«Телей» тулли мар яваплă общество паркĕнче йĕркесĕрлĕх хуçаланать. Çĕр хатĕрлемелли тата акмалли çĕнĕ агрегат хăйĕн вырăнне тупайман. Ака хыççăн парка мĕнле çитнĕ, паянхи кун та çаплипех ларать. Çакă мĕн çинчен калать-ха; Инженерпа хуçалăх ертÿçи, механизаторсем те техникăна пулăшас, ăна упрас тĕлĕшпе пачах ĕçлемеççĕ. Паркра хуçа çукки тÿрех куçа курăнать: йĕри-тавра тимĕр-тăмăр сапаланса выртать. Кая юлнă ĕçе юр хупласса кĕтеççĕ-ши; Ытти хуçалăхсен паркĕсенче те техникăна хĕл каçарма лартассипе çитменлĕхсем чылай. Ытларах мĕн куçа курăнать; Комбайнсене хăйсен вырăнĕсене çитернĕ, анчах управа хатĕрлемен. Çĕр хатĕрлемелли, акмалли агрегатсем «тăлăххăн» лараççĕ. Утă турамалли кĕреплесен те çак ÿкерчĕкех. Ĕç çи хыççăн вĕсем патне çын алли те пырса сĕртĕнмен. Çĕнĕ агрегатсене питĕ шел. Техникăна пăхса тăмасан, ăна упрама пĕлмесен унăн ĕç тухăçлăхĕ чакать-çке. Техникăшăн яваплисен çакăн пек çитменлĕхсене пĕтерессипе çине тăрса ĕçлемелле.

Пĕтĕмĕшле илсен, районта техникăна хĕллехи управа лартас ĕç хальлĕхе вăраххăн пырать. Юр çуса лартиччен мĕн пур техникăна йĕрке ыйтнă пек хĕллехи управа хатĕрлесе çитересчĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика