Староатайский территориальный отдел администрации Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасене спорта юратма вĕрентет

07 октября 2009 г.

Çĕн Атикасси вăтам шкулĕнчи физкультура учительне, Светлана Николаевна Петрейкинана, таврара лайăх пĕлеççĕ. Районти тренерсем, спортсменсем тăрăшуллă педагогăн ĕçне лайăх хак параççĕ, хисеплеççĕ.

С.Н.Петрейкина Хурапыр ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ача чухнех спорта кăмăлланă. Шкул çывăхра пулманран, хĕр ача ялан çуран утнă, хĕлле йĕлтĕр çине тăнă. Хĕр ача çирĕп вăй-халлă, хăюллă пулса ÿснĕ. Ÿссен физкультура учителĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Çак тĕллевпе Мончегорск хулинчи физкультура учителĕсене хатĕрлекен техникума вĕренме кĕнĕ. Алла диплом илсен 1990 çулта тăван тăрăха таврăннă. Педагог Çĕн Атикасси вăтам шкулĕнче ачасене физкультурăпа спорта хăнăхтарассипе тимлеме пуçлать, вĕсене çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантарать. Ĕçленĕ хушăрах Шупашкарти педагогика университетĕнче пĕлĕве ÿстерет. Паянхи кун та вăл асăннă шкулта ачасене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарассишĕн ырми-канми тăрăшать. Уроксем хыççăн тренер çитĕнекен ăрăва спортăн тĕрлĕ енĕсемпе хатĕрлет. Ÿсĕмсем пур. Пултаруллă педагог, спорт мастерĕн кандидачĕ С.Петрейкина паян хăйĕн вĕренекенĕсемпе чăннипех мухтанма пултарать. Акă, хăшĕ-пĕрисен ячĕсем: Е.Сидоров (Вăрманкас), О.Сергеев (Çĕн Атикасси), В. Иванов (Яманкасси), Л.Кирикова (Иккĕмĕш Хурашаш), П.Чумаков, Д.Кузнецов, О. Григорьев, А.Илюшина (Кив Атикасси)... Вĕсенчен хăшĕсем Чăваш патшалăх педагогика университечĕн физкультура уйрăмĕнче пĕлĕве ÿстернĕ. Олимп резервĕн училищинчен вĕренсе тухнисем те пур.

Хальхи вăхăтра вăл ертсе пынипе Çĕн Атикасси вăтам шкулĕнчи вĕренекенсем – О.Иванова, В.Ишмейкин (10 класс), К.Ефимова, А.Петрейкин (8 класс) тата ыттисем те спортри çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ. Уйрăмах унăн вĕренекенĕсем йĕлтĕрпе чупассипе, çăмăл атлетикăпа маттур, ытти енĕсемпе те хастар.

Чăнах та, С.Н.Петрейкина районта, Кив Атикасси ял тăрăхĕнче физкультурăпа спорта аталантарас тĕлĕшпе пысăк ÿсĕмсем тăвать. Чи лайăх çамрăк спортсменсене час-часах республика шайĕнчи ăмăртусене хутшăнтарать, çитĕнÿ тума çулсем уçса пама тăрăшать. Акă, нумай пулмасть республикăри кросра унăн вĕренекенĕсем палăрнă. Çакăнта учитель-тренерăн тÿпи пысăк. Ахальтен мар 2007 çулта ăна ЧР Вĕрентÿ министерстви ачасене вĕрентес, воспитани парас ĕçре пысăк тÿпе хывнăшăн Хисеп грамотипе чысланă.

Кулленхи пурнăçра йывăрлăхĕ те сахал мар. Ял учителĕн çемьешĕн тăрăшмалла, хушма хуçалăх тытмалла. Пуç усмасть педагог. Спорта чунпа парăннăскер йывăрлăхсене çĕнтерсе пырать, шкулти "çăлтăрсене" çуталса кайма майсем туса парать.

Вăл çĕр çине физкультура учителĕ пулмах çуралнă. Çакă унăн ĕçĕнче, кăтартăвĕсенче уççăнах палăрать.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика