Староатайский территориальный отдел администрации Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăмăл атлетсен эстафетинче

07 октября 2009 г.

Октябрĕн 1-мĕшĕнче Хусанушкăнь шкул стадионĕнче Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунне тата çывхарса килекен учительсен уявне халалласа çăмăл атлетсен эстафети иртрĕ.

Тупăшăва шкул çулне çитмен çамрăк спортсменсем уçрĕç. Хусанушкăнчи, Мăн Этменти, Хĕрлĕ Чутайри "Пилеш" ача сачĕсене çÿрекен аслă ушкăнсенчи хĕр ачасемпе арçын ачасем дистанцие ăнăçлă вĕçлерĕç. Пĕрремĕш вырăна мăнэтменсем çĕнсе илчĕç, иккĕмĕш – хусанушкăньсем, виççĕмĕш – хĕрлĕчутайсем.

Вĕсем хыççăн 1-4 классенче вĕренекенсем старта тăчĕç. Ку ушкăнра Атнар тата Мăн Этмен шкулĕсенче вĕренекенсем хастартарах пулчĕç. Иккĕмĕш вырăна Хĕрлĕ Чутай шкулĕ тивĕçрĕ, виççĕмĕш – Штанаш.

5-7 классем хушшинчи кĕрешÿре Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕнче ăс пухакансем старта ăнăçлă пуçларĕç, вĕсемех çĕнтерчĕç. Ун хыççăн финиша хусанушкăньсем çитрĕç, виççĕмĕш – штанашсем.

8-9 классенче вĕренекенсен тупăшăвĕ хастар иртрĕ. Ку хутĕнче те Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕнчи спортсменсем çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕç. Вĕсем хыççăн дистанцие атнарсем вĕçлерĕç, хусанушкăньсем – виççĕмĕш.

Аслă классенче вĕренекенсен кĕрешĕвне сăнама аван пулчĕ. Старта районти чи вăйлă спортсменсем тухрĕç. Уйрăмах Çĕн Атикасси тата Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕсем хушшинче хĕрÿ тупăшу пычĕ. Старт илсенех спортсменсем малти вырăна çирĕп тытса пычĕç, финиша та пĕрле çитрĕç. Вĕсем ку ушкăнра çĕнтерчĕç. Мăн Этмен шкулĕн команди вĕсенчен юлса пычĕ.

Спорт уявĕнче ял тăрăхĕсенчи спортсменсем, учительсен командисем те вăй виçрĕç. Штанашри вĕрентекенсем малти вырăна çĕнсе илессишĕн çивĕч кĕрешрĕç. Спортпа туслă кунти учительсем пурне те хыçа хăварса чемпионсем пулчĕç. Финиша иккĕмĕш Хусанушкăнь ял тăрăхĕн çамрăкĕсем çитрĕç, виççĕмĕш вырăна та кунти учительсен команди çĕнсе илчĕ.

Спорт çемйисен тупăшăвĕ те пулчĕ. Штанашри Париковсем, Çĕн Атикассинчи Алексеевсем, Хусанушкăнчи Швецовсем ачисемпе алла-аллăн тытăнса 200 метр чупассипе ăмăртрĕç. Чи вăйлисем Алексеевсем пулчĕç.

Эстафетăра çĕнтерÿ тунă командăсене Хисеп грамотисемпе тата премисемпе чысларĕç. Хусанушкăнь ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Праулов вырăнти шкул ачисене, çамрăксене, спорт çемйисене эстафетăра çĕнтерÿ тунă ятпа мухтарĕ, Хисеп грамотисемпе хавхалантарчĕ.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика