Староатайский территориальный отдел администрации Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пысăк тухăç – савăнăç

07 октября 2009 г.

«Свобода» колхоз – ура çинче çирĕп тăракан хуçалăх. Унăн уй-хирĕсенче çулсеренех тухăçлă тыр-пул çитĕнет. Сăмахран, кăçал 340 гектар çинчи урпапа тулăн кăтартăвĕсем чăннипех те савăнтараççĕ: гектартан вĕсен тухăçĕ 34 центнерпа танлашать, çав шутран кĕрхи культурăсем 41 центнера çитнĕ.

– Кун пекки ку таранччен пулман, ытти çулсенче гектартан 800 тонна илме пултарнă пулсан, кăçал кĕлете пуçтарăннă тупăш 1 пин те 132 тоннăна çитнĕ. Çавна май çак пысăк тухăçлăх пулнине кура эпир колхозниксене нумайрах тырă пама пултартăмăр. Унсăр пуçне хуçалăхра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисене 100-шер килограмм (42 çын) тулă тÿлевсĕр патăмăр. Çĕн Атикасси вăтам шкулĕн коллективне 1 тонна тулă тÿлевсĕр пама пултартăмăр, – тет колхозăн тĕп бухгалтерĕ Алевтина Бромбина.

Ку пĕтĕмпех ĕçлес кăмăла çĕклентерет.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика