Староатайский территориальный отдел администрации Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кросра çĕнатикассисен çитĕнĕвĕ пур

03 октября 2009 г.

Районти çăмăл атлетикăна кăмăллакансем çитĕнÿпа савăнтарсах тăраççĕ. Акă, çак кунсенче Хĕрлĕ Чутай, Çĕн Атикасси, Атнар вăтам шкулĕсенче вĕренекенсем, Л.Михуткинапа С.Петрейкина тренерсем ертсе пынипе, республикăри кĕрхи кроса хутшăннă. Пысăк ăмăртуран лайăх кăтартусемпе таврăннă. Çĕн Атикасси шкулĕн вĕренекенĕ Владимир Ишмейкин икĕ километр чупса хăй çулхисем хушшинче виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Асăннă шкулти Оксана Ивановапа (2 км) Марина Пандакова (3 км) та вăрăм дистанцие ăнăçлă вĕçленĕ – çĕр-çĕр спортсмен хушшинче 9-мĕш вырăнсене тивĕçнĕ.

Кроса çамрăксемпе спорт ветеранĕсем хастар хутшăннă. Районти спорт шкулĕн тренерĕ, пурнăçне спорта халалланă педагог Людмила Михуткина ветерансен йышĕнче 2-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Çĕн Атикасси вăтам шкулĕнче вĕренекен спортсменсен çитĕнĕвĕ ыттисемшĕн чăннипех ырă тĕслĕх пулса тăрать. Вĕсем спорт сывлăх çăл куçĕ пулнине ырă ĕçпе çирĕплетеççĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика