Староатайский территориальный отдел администрации Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялти ĕçчен ветеран

30 сентября 2009 г.

Упукушкăнь тăрăхĕнче Степановсен çемйине пĕлмен çын та çук-тăр. Ун çинчен пурте мухтаса та ăмсанса калаçаççĕ. Çĕнĕ кил-йыш çавăракансене вара çакăн пек пехил параççĕ: "Эсир те Степановсем пек пурăнăр".

Кăçалхи сентябрĕн 10-мĕшĕнче Григорий Алексеевич 83 çул çитнине паллă турĕ. Апла пулин те вăл хăйне патвар туять-ха, унăн пит-куçĕнче хаваслăх туйăмĕ ялкăшать. Ватă пулин те пÿртре те, кил картинче те, анкартинче те хăйне валли ĕç тупать.

– Федор Ефимович Тайков пирки пĕлес килет-и сирĕн; – терĕ вăл. – Вăл Упукушкăнь больницинче нумай çул ĕçлесе халăха тĕрлĕ чир-чĕртен сыватнă. Пирĕн пата килсе çÿрени те асрах-ха. Эпĕ чирлесе ÿксен мана вăл эмелсем ĕçтеретчĕ, уколсем тăватчĕ. "Ÿссен эсĕ тухтăр пул", – тетчĕ.

Григорий Алексеевича Турри тухтăр пулма пÿрмен. 17 çул тултарсанах ăна вăрçа илсе кайнă. Фронта вăл 1944 çулта çитнĕ. Нимĕçсем ялсемпе хуласене аркатса тăкнине курсан унăн куçĕ куççульпе тулнă. Салтак – салтаках ĕнтĕ, чăтнă, тÿснĕ, тăшмана тавăрма тупа тунă. Нумай хутчен çапăçусене хутшăннă, паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнă.

1945 çулхи Çĕнтерÿ кунне Г.Степанов ефрейтор хăй пĕрле çапăçнă салтаксен ушкăнĕнче кĕтсе илнĕ. Вăрçă чарăннă пулин те унăн киле килме ят тухман-ха. Салтак шинелĕпе вăл пурĕ çичĕ çул çÿренĕ. 1952 çулта, Тутар республикинчи Апасово районĕнче пурăннă вырăс хĕрĕпе, Шурăпа, паллашнă.

– 57 çул ĕнтĕ эпир пĕрле, пĕр çемьере пурăнатпăр, – каласа парать Шура аппа.

Чăн та, туслă та çирĕп çемье çавăрнă вĕсем, пĕрлехи юратура хăйсен телейне тупнă. Упăшкипе арăмĕ пĕр-пĕрне ăнланни, чĕрепе туйни вĕсен пурнăçне çăмăллатма пулăшнă. Çамрăкрах чухне Канашри вакунсене юсакан заводра вăй хунă. Кайрантарах тăван ялти хуçалăхра тăрăшнă. Ултă ача çуратнă, халĕ виççĕшĕ ашшĕ-амăшне савăнăçпа телей кÿреççĕ. Акă, нумаях пулмасть вĕсем ашшĕ-амăшĕ валли юн таппине виçмелли тонометр илсе килсе панă. Халĕ ватăсем юн пусăмне виçтерме Штанашри врач офисне çÿремеççĕ. Ку кăна-и; Йывăç мунчана тул енчен кирпĕчпе купаланă. Çавăн пекех хăйăрпа кирпĕч турттарса килнĕ. Кĕçех çенĕке те çĕнетеççĕ.

Степановсен анкартине кĕрсен те тĕлĕнмелли пур. Мĕн кăна ÿсмест-ши кунта; Тĕрлĕ сортлă пан улмисем куçа илĕртсе лараççĕ.

Пурăнать Упукушкăнь ялĕнче Григорий Алексеевич Степанов вăрçă ветеранĕ. Ăна 83 çул тултарнă çын тесе калама хĕн. Ĕçпе туслă пулни, халăхпа хутшăнни ăна пурнăçне тăсма пулăшать.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика