Староатайский территориальный отдел администрации Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă çулĕсенчи ачалăх

19 сентября 2009 г.

Акташ ялĕнче пурăнакан Николай Никитин ĕç ветаранĕ хăйĕн кун-çулне ачаранах ялти "Большевик" колхозпа çыхăнтарнă. Вăл кĕркуннен пĕрремĕш уйăхĕн вĕçĕнче 80 çул тултарать. Малаллахи сăмах шăпах ун çинчен пулĕ.

Николай – çемьери пилĕк ачаран чи асли. Ашшĕ – Александр Никитич вăрçăччен ялти колхоз кантурĕнче – счетовод, Хĕрлĕ Чутайри апат-çимĕç комбиначĕн директорĕ тата ялти колхоз председателĕ пулса ĕçленĕ. Амăшĕ, Анна Фадеевна Фадеева та, çак ялтах çуралса ÿснĕ.

Германи вăрçă пуçарсан çав çулхи сентябрĕн 7-мĕшĕнче ялти Микита мучин аслă ывăлне Александра та фронта ăсатаççĕ. Вăрçăн иккĕмĕш çулĕнче, 1942 çулхи декабрĕн 15-мĕшĕнче, 158-мĕш стрелковăй дивизин 471-мĕш пулемет батальонĕн рядовой пулеметчикĕ Александр Никитин та çапăçуран сывă тухайман, ăна Калинин облаçĕнчи Ржев районне кĕрекен Кондраково ялĕ çумĕнче пытарнă.

– Хĕллехи кунсенче, классенчи кăмакасене хутса ăшăтма вутă пĕтсен, пире – çирĕп хул-çурăмлă ачасене – шкул директорĕ Иван Андроникович Андроников тата учительте тимлекен унăн аслă пиччĕшĕ Василий пĕр-икĕ хутчен Кĕрлевпе Туканаш ялĕсем çывăхĕнчи вăрмана илсе кайрĕç. Хăйсем "Заря" колхозăн шурă лашине, эпир вара килти вăкăрсене кÿлтĕмĕр. Хĕл сивви тем те тутарать çав. Çунасем çине малтанах хатĕрлесе хунă кĕске сыпăксене хамăрах тиесе вĕренпе çыхрăмăр.

Пурнăçри тата çемьери пĕтĕм йывăрлăха пула вăрçăн иккĕмĕш çулĕнче пилĕк класс пĕтертĕм те урăх каймарăм. Йăмăксемпе шăллăмсем вара вăрçă хыççăн çав шкултах çичĕ класс пĕтерчĕç. Эпĕ те килте ĕçсĕр ларман: "Большевик" колхозăн çырма урлă вырнаçнă ферминче чăхсемпе сурăхсем тата ĕнесем пăхнă; гусеницăллă ХТЗ трактор хыçĕнче – плугарь, уй-хир бригадин бригадирĕ пулса çÿренĕ.

Вăхăт çитсен, 1951-1955-мĕш çулсенче, манăн та Тăван çĕршыв хуралĕнче тăма тиврĕ. Служба Севастополь хулинчи уйрăм çыхăну батальонĕнче, Хура тинĕс хĕрринче, иртрĕ. Мана сержант званине парса Тинĕс авиацин радиостанци начальникĕ туса хучĕç. Киле матрос тумĕпе çаврăнса çитрĕм те çав кĕркунне пĕрлешсе пысăкланнă "Волна" колхозăн уй-хир бригадирĕ пулса тăтăм, – ачалăхĕпе çамрăклăхне куç умне кăларса аса илсе калаçать Н.А.Никитин.

Çартан таврăннă маттур каччăн авланса уйрăлса тухмалла вĕт-ха. Хĕрĕсем пулнă-ха, анчах ашшĕн Яманкассине качча тухнă Фекла йăмăкĕ ăна çав ялти Ольга Алексеевна Воронова хĕре тупса парать. Çапла вара çамрăксем пĕр-пĕрне килĕштереççĕ те тепĕр çулхи çуркунне мăшăрланаççĕ. Кĕçех куккăшĕ пурăннă вырăнта пĕчĕк пÿрт лартаççĕ. Çемьере çулран-çул ачасем çуралаççĕ: Иван – Шупашкарти "Чувашнефтепродукт" предприятире – шофер-тракторист, Анатолий – тĕп хулари "Чувашэнерго" предприятин механикĕ пулнă, Виталий – ялта ашшĕпе пурăнать, Алексей – Шупашкарти "ЭЛАРА" заводра операторта тимлет, Надя – Çĕпĕрти "СУРГУТНЕФТЬ" предприяти кантурĕнче тирпейлÿçĕре вăй хурать. Ялта пурăнакан ывăлĕсĕр пуçне пурте çемье çавăрнă ĕнтĕ, тăван киле те манмаççĕ.

Пĕрлешсе пысăкланнă колхоза пĕрин хыççăн тепри ертсе пынă. Анат Çĕрпÿкассинче пурăнакан Владимир Кузьмич Скворцов председатель Николай Никитина уй-хир бригадинчен трактор бригадине куçарнă, ĕçе тĕрĕс йĕркелесе пыма сĕннĕ. Тепĕр икĕ çултанах, 1965 çулхи февральте ирттернĕ отчетпа суйлав пухăвĕнче, икĕ ял халăхĕ Н.А.Никитина председатель пулма суйланă.

Шанăçа ĕçпе çирĕплетессишĕн, колхозниксен пурнăçне çăмăллатассишĕн тата вĕсен культура шайне çĕклессишĕн сахал мар тăрăшаççĕ Никитин председательпе Власов секретарь пĕрле ĕçленĕ тапхăрта. Шăпах çавăн чухне колхозниксем ĕç укçи çине куçаççĕ, унччен ĕç кунĕпе туса илнĕ продукци çеç алла лекнĕ. Унтан вăл тăрăхри ялсене электрификацилеме тытăнаççĕ. Кĕçех, 1966 çул вĕçĕнче, ял çыннин тахçантанпах кĕтнĕ ĕмĕчĕ пурнăçланать: Çĕнĕ çул каçĕ ял çыннисене электричество çутипе савăнтарать, вĕсем радиоприемниксемпе телевизорсем туянма тытăнаççĕ.

Тепĕр суйлавра председатель пуканне пушатсан, Николай Александрович (1967-1977-мĕш çулсенче) колхозри тырă типĕтекен тата çăм тапакан машинăсен машинисчĕ пулса тăрăшать, пенсие тухиччен тепĕр 13 çул Мăн Ямаш аэропортне хураллать. Çав хушăрах, 1988 çулта, вĕсем урама тăрăхла щитлă хÿхĕм пÿрт лартаççĕ, ытти çурт-йĕре çĕнетеççĕ...

Ĕç ветеранĕ, пĕр урине çар службинче сусăрланă май, халĕ уксахлать, çапах та кил таврашĕнчи ĕçсене тумасăр чăтаймасть. Япăх çанталăкра радио итлет, хаçат вулать, тĕрлĕ телепередачăсем пăхать.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика