Староатайский территориальный отдел администрации Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕчĕк çеç путене

22 августа 2009 г.

Пирĕн районта та, ытти çĕрти пекех, предпринимательсен йышĕ çулран çулах ÿссе пырать. Çак ырă туртăм сарăлса кайнинче пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна аталантарма пулăшакан республикăри программăн пĕлтерĕшĕ пысăк. Çавăн пекех ку ĕçрен район администрацийĕ те аякра тăмасть. Хальхи вăхăтра, акă, Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи предпринимательсен хисепĕ 277 çынна çитнĕ. Вĕсенчен нумайăшĕ апат-çимĕç тата промышленноç таварĕсене сутас тĕлĕшпе тăрăшаççĕ.

Кăçал районти предпринимательсен йышне хавхаланăвĕпе интересĕ питех те пысăк çын хушăнни кăмăла çĕклет. Вăл – Георгий Александрович Терентьев, район центрĕнчен чи аякри ялта, Анат Çĕрпÿкассинче пурăнать. Маларах нумай çул "Свобода" колхозра водительте тăрăшнă.

– Эпĕ ача çулĕсенче те, çитĕнсе çемье çавăрсан та уй-хирти пĕт-пĕлтĕк путене юррине сахал мар итленĕ, – каласа пачĕ вăл. – Кашнинчех чĕре хăпартланса тапнине, кĕлеткере вăй-хал хушăннине туяттăм. Икĕ çул каялла вара çак пĕчĕк кайăксене килте ĕрчетес шухăш çуралчĕ.

Ĕмĕтленнипех шурă пÿрт лартаймăн, теççĕ. Георгий Александрович та пуçри шухăш çăмхине сÿтнĕ май, яваплă утăм тума васкаман-ха. Мĕншĕн тесен ку енĕпе унăн нимĕнле опыт та пулман-çке. Хăйне кирлĕ информаци илес тĕллевпе вăл тĕрлĕ литературăпа паллашнă, Интернетри хыпарсемпе усă курнă... Ку кăна-и; Мари Эл, Тутарстан республикисенчи путене ĕрчетекен паллă ăстасем патне çитсе курнă, вĕсем панă усăллă сĕнÿсене ăша хывнă. Хуçалăхĕсемпе те тулли кăмăлпа паллашнă. Çапла вара путене ĕрчетес енĕпе пĕлĕве самаях пуянлатнă.

Георгий Александрович уй-хир кайăкĕсен малтанхи ушкăнне Тутарстанран илсе килнĕ. Яппун ăратлă путенесем вĕсем. Халĕ çак чĕр чунсен йышĕ Терентьев хуçалăхĕнче 500-е çитнĕ. Георгий Александрович вĕсене ятарласа тунă çуртра тытать. Маларах хăй аллипе нумай сийлĕ клеткăсем ăсталанă. Кунпа пĕрлех инкубатор вырнаçтармалли лаптăк, чĕпсене тата çитĕннĕ кайăксене усрамалли, апат хатĕрлемелли тата ăна упрамалли хушма пÿлĕмсем янтланă.

– Путене çулталăкра 300 çăмартана яхăн тăвать, – пĕлтерчĕ Г.Терентьев. – Тутлăхĕпе вĕсем чăх çăмартинчен самаях ирттереççĕ. Çавăн пекех путене какайĕ пысăк пахалăхлă аш, диет продукчĕ шутланать. Çавăнпа ĕлĕкех Раççейре путене продуктĕнчен хатĕрленĕ апата "патша апачĕ" тенĕ. Вĕсене ĕрчетни чăх-чĕп отраслĕнче пысăк рентабеллĕ шутланать.

Кирек хăш çĕнĕ ĕçре те тăкаксем пулаççĕ. Çакă мал ĕмĕтлĕ çынна хăратаймасть. Унăн тĕллевĕ – хăй пуçарнă ĕçе анлăрах сарса ытларах продукци илесси. Хальхи вăхăтра ку енĕпе вăл нумай ыйтăва татса пама тăрăшать. Çакна аван пĕлет – пысăк пахалăхлă продукцие сутсан кăна тупăш илме пулать.

Путене хăй пурăнакан киле пуянлăх илсе килет теççĕ. Терентьев та пуçарнă ĕç пысăк усă парасса шанать.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика