Староатайский территориальный отдел администрации Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Панă сăмаха тытмалла

22 августа 2009 г.

 

Райадминистрацин ял хуçалăх пайĕ августăн 18-мĕшĕнче "Нива" ял хуçалăх производство кооперативĕнче районти хуçалăхсен ертÿçисемпе канашлу ирттерчĕ. Унта тыр-пул пухса кĕртес ĕçе хăвăртлатас, çĕре кăпкалатса кĕр тыррисем акас, фермăсене хĕле хатĕрлес ыйтусене пăхса тухрĕç.

Чи малтанах шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ Ю.Ербулаткин сăмах илчĕ. Вăл иртнĕ тунти кун "Свобода" колхоз уйĕнче пулнă инкек çинче ытларах чарăнса тăчĕ. Эрехпе иртĕхнипе çамрăк çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Айăпĕ – курăк çулакан агрегат çинчи механизатор ÿсĕр пулни. Вилекенĕ те, эрехпе минренĕскер, курăк пуссинче ним туймасăр çывăрнă. Ку кăна мар-ха. Колхоз ертÿçисем тракторпа ĕçлеме документ çук çынна техника шанса панă.

Çакна асра тытмалла: мухмăрла е эрех ĕçнĕ механизаторсене трактор-автомашина рулĕ умне ларма ирĕк памалла мар. Кун пек тĕслĕхшĕн административлă майпа айăпласа 20 пин тенкĕ таран штрафлаççĕ.

Хĕрÿ ĕç çи вăхăтĕнче дисциплина çирĕп пулмалла. Çÿлерех асăннă инкек-синкек пирки пур çĕрте те механизаторсене пухса калаçмалла. Асăрханулăх тĕп вырăнта пултăр.

Пухăннисене райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Н.Коробков районта ĕç çи мĕнле пынипе паллаштарчĕ.

– Паянхи кун тĕлне тĕш тырăсен 53 процентне пухса çапнă, – терĕ вăл. – Сăмах май, республика кăтартăвĕ 56 процентпа танлашать. Августăн 17-мĕшĕ тĕлне 8029 гектартан 4474 гектарне вырнă. Пурĕ 11506 тонна тырă пуçтарса илнĕ. Ку таранччен комбайнсем кĕр тыррисен уйĕсенче ĕçлерĕç. Халĕ çуртрисем çине куçса пыраççĕ. Вăтамран куллен 31 комбайн хире тухнă. Шел пулин те, ĕç çи хăвăртлăхĕ пĕчĕк. Сăмахран, хăш-пĕр хуçалăхсенче механизаторсем ĕçе кая юлса пуçăнаççĕ, иртерех вĕçлеççĕ. Августăн иккĕмĕш çуррине кĕтĕмĕр. Çавна май кунсем кĕскелсе пыраççĕ. Çакна шута илсе сывлăм типсенех комбайнсене хире кăлармалла. Çумăр çума пуçларĕ, тырă хăмăлĕ çĕр çумне выртнине курма пулать. Кун пек лаптăка вырнă чухне, паллах, техника чăхăмлать, хăвăртлăх çухалать.

Çак хĕрÿ тапхăрта пĕр-пĕрне пулăшнин пĕлтерĕшĕ пысăк. И.Фадеев фермер хуçалăхĕнче СК-5 комбайн виçĕ кун ĕнтĕ ахалех ларать. Çавăн пекех "Асамат" хуçалăхăн "Класс" комбайнĕ валли те вырăнта ĕç çук. Анчах та çак агрегатсене ыйтакансем пулман. Паянхи куна вырмалли кĕр тыррисен лаптăкĕ 150 гектар юлнă. Кайра пыракансен малтисенчен пулăшу ыйтма вăтанмалла мар.

Кĕр тыррисем акмалли чи лайăх вăхăт – августăн 15-25-мĕш кунĕсем. Хальлĕхе çак ĕçе "Нива" хуçалăхра кăна пуçăннă. Ыттисем такама кĕтсе лараççĕ. Кĕрхи культурăсем çуртрисенчен пысăкрах тухăç панине çакăнта ларакансем пурте аван пĕлеççĕ. Анчах та вăрлăха тăпрана вăхăтра варăнтарса хăварма васкамаççĕ.

Кăçал 5132 гектар тырă акмалла. Çĕре шуратса хăварма 1442 тонна вăрлăх кирлĕ, çав шутран 1246 тонна кĕрхи тулă тата 196 тонна ыраш. Пур çĕрте те акмалли ял хуçалăх культурисен пахалăхне лайăхлатса пырассишĕн тăрăшмалла. Кашни хуçалăхăн супер-элита тата элита вăрлăх туянмалла. Чăнах та, вĕсен хакĕ 12 тенкĕрен пуçласа 22 тенкĕ таранах. Патшалăх вара пĕр килограмшăн 3 тенкĕ те 50 пус дотаци парса пулăшать.

Районта пурĕ 16 ферма. Улттăшне йĕркене кĕртес ĕç тытăннă. Ыттисенче ку тĕлĕшпе нимĕнех те тумаççĕ. Лăпкăлăх сиенлĕ, халĕ пур çĕрте те юсав бригадисемпе звенисене йĕркелемелле. Кирлĕ чухлĕ строительство материалĕсем кÿрсе килмелле.

"Коминтерн" ял хуçалăх предприятийĕн ертÿçи А.Новикова каланă тăрăх, çурхи культурăсен лаптăкĕсенче çум курăк ытларах. Тырра типĕтмесĕр кĕлете кĕртме çук. Кăçал çут çанталăк пире хăйĕн пархатарĕпе савăнтарчĕ. Çуртрисем те кашни гектартан 30 центнер ытларах тухаççĕ. Тритикалие гектар пуçне 50 центнер пухса кĕртрĕмĕр. Ăна кĕр акинче хăйăрлăрах çĕрсем çине акса хăварма палăртрăмăр. Тĕпрен илсен, кĕр акине вăхăтра, лайăх пахалăхпа ирттернин усси пур. Çакна кăçалхи тухăç лайăх кăтартса пачĕ.

Хуçалăхсен пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлемелле. Пĕлтĕр пире "Дар-Бройлер" общество "Джон-Дир" трактор уйăрса пачĕ. Унпа 343 гектар йышăнакан лаптăка сухаласа çемçетрĕмĕр. Эпир те чăх-чĕп ĕрчетекенсене пулăшрăмăр.

Пирĕн хуçалăхра сутлăх вăрлăх пур. Туянма кăмăл тăвакансене хамăр пата пыма чĕнетпĕр.

"Свобода" колхоз, "Нива" кооператив тата "Дар-Бройлер" общество ертÿçисем В.Бромбин, В.Мурайкин, Н.Лисаев хăйсен калаçăвĕнче çакна палăртрĕç: пусă çаврăнăшне пăхăнса пымалла. Акă, кĕрхи тырăсем хыççăн кĕрхи культурăсем акма юрамасть. Ку тухăçа чакарать. Вăрлăха им-çамласа акнин усси уйрăмах пысăк. Йĕпе уйсенче ĕçлени те гектар тухăçне пĕчĕклетет.

– Эпир иртнĕ çул "Путь Ильича" обществăна техника парса пулăшрăмăр, – терĕ Н.Лисаев. – Анчах укçине халĕ те илейместпĕр. Сăмаха тытман хуçалăхсене пулăшассинчен тăхтаса тăрас килет.

"Победа" кооператив ертÿçи П.Любимов предприятири техника кивелсе çитни çинчен каларĕ. Чăнах та, 150 лаша вăйлĕ "Джон-Дир" трактор туянма май пур, анчах та уншăн малтанхи взнос 400 пин тенкĕ тÿлемелле. Эпир хальхи вăхăтра ун чухлĕ укçа-тенкĕ тупаймастпăр.

Канашлу ĕçне район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ А.Самылкин пĕтĕмлетрĕ. Вăл палăртнă тăрăх, ачасем шкулта вĕренме пуçличчен ĕçлекенсене укçа памалла. Мĕншĕн тесен хăш-пĕр çемьесенче вĕренекенсене валли çи-пуç туянма та укçа çук. Кĕр акинче 5 пин гектар ытла тырă акса хăвармалла терĕмĕр. Çакна пур хуçалăхăн та ăнланса ĕçлемелле. Палăртнă чухлĕ кĕр тыррисем акасси – пирĕн умри тĕллев. Лаптăксене чакармалла мар. Августра кĕрхи çĕртме тунин усси пысăк. Çавăнпа та суха агрегачĕсене хире кăлармалла.

Выльăх-чĕрлĕх фермисене йĕркене кĕртес ĕçсене те тăсса пымалла мар. Сĕт ытларах сăвас тесен ĕнесене кĕтÿре çÿретнипе пĕрлех курăк çулса парассине йĕркелемелле. Хуçалăхсен экономикине тĕреклетес, укçа-тенкĕ ытларах пухас ыйтусемпе куллен ĕçлемелле. Учетпа отчет ĕçне çÿллĕ шайра туса пымалла. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕ Интернетпа усă курса ял хуçалăх предприятийĕсене малашне çанталăк мĕнле пуласси çинчен тăтăшах пĕлтерсе тăрĕ.

Ертÿçĕсен панă сăмаха çирĕп тытма вĕренмелле.

Юлашкинчен пухăннисем хуçалăхсен ертÿçисен районти канашне туса хума йышăнчĕç.

 


Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика