Староатайский территориальный отдел администрации Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хир тулли тырри-пулли

15 августа 2009 г.

Кăçал районти хуçалăхсен 8440 гектар çинчи тĕш тырă культурисене пухса кĕртмелле. Паянхи кун тĕлне унăн 40 процентне яхăн пуçтарса илнĕ. Тыр-пул тухăçĕ япăх мар – гектар пуçне 25,1 центнер тухать. Малтан усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртнĕ лаптăксенче ял хуçалăх культурисен тухăçĕ уйрăмах пысăк. Çак эрнере районти вырма ĕç-хĕлĕпе интересленсе район пуçлăхĕ А.И.Криков пур хуçалăха та çитме тăрăшрĕ.

Николай Васильевич Федоров Президент Патшалăх Канашне янă "Малашлăхшăн паян ĕçлетпĕр!" Çырура çĕр ыйтăвне çивĕч кăларса тăратрĕ. "Чăваш Еншĕн ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем вăй-хăват пулса тăраççĕ, çавăнпа та хуçисем юхăнтарса янă 75 пин гектар ял хуçалăх çĕрĕсене çаврăнăша кĕртес ыйтăва ним тăхтаса тăмасăр татса памалла",– палăртнă Çырура Н.В.Федоров. Çавăн пекех ЧР Президенчĕ Чăваш Ен территорийĕнче усă курман çĕрсем пулмалла мар тесе палăртать. Паллах, çав çĕрсем хыт-хурапа "савăнтарнисĕр" пуçне ял çыннине ним чухлĕ те усă кÿмеççĕ. Çĕрĕн хуçи çуккипе вырăнти бюджет налук та пухаймасть. Ун пек çĕрсем пирĕн районта та сахал мар, пĕлтĕрхи çулччен 5 пин гектар ытла пулнă. ЧР Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе пĕлтĕр районта халиччен усă курман 2900 гектара кăпкалатса çаврăнăша кĕртмелле пулнă, республикипе – 57395 гектар. Палăртнă тĕллеве пурнăçа кĕртес тесе район администрацийĕ Чулхула облаçĕнчи Сеченово, Пильна тата Болдино районĕсемпе килĕшÿ тунă. Район пуçлăхĕ А.И. Криков тăрăшнипе хуçалăхсене пулăшма района хăватлă 9 трактор çитнĕ, вăл шутран Чулхула облаçĕнчен – 7. Палăртмалла,сухаламан-акман çĕрсене çаврăнăша кĕртес енĕпе хуçалăхсенче аякран килнисемпе пĕрлех хăйсен тракторĕсем те ĕçлерĕç. Район пуçлăхĕ çине тăнипе иртнĕ çул палăртнинчен ирттерсе малтан усă курман 3015 гектар çĕре çаврăнăша кĕртрĕмĕр. Кăçал та, паянхи кунччен ку ĕçе 727 гектар çинче пурнăçланă, планпа вара 2009 çулта темиçе çул хыт-хурапа хупланнă 1610 гектар çĕре çаврăнăша кĕртмелле. Палăртма кăмăллă, ку енĕпе пĕлтĕр ыттисенчен ытларах "Туканашри "Дар-Бройлер" чăх-чĕп фабрикин" ĕçченĕсем тăрăшрĕç. Вĕсем унччен "Искра" хуçалăха кĕнĕ 1216 гектар çĕре кăпкалатса çаврăнăша кĕртрĕç, унтан аксах хăварчĕç.

Нумаях пулмасть «Туканашри "Дар-Бройлер" чăх-чĕп фабрики" обществăн Хирлÿкасси уйне çитсе курма тÿр килчĕ. Тинĕс евĕр хумханса ларакан кĕрхи тулă пуссинче комбайнсем ĕçлеççĕ. Тырă кунта чăннипех те ăнса пулнă. Унăн пучахĕсем вăрăм, пĕрчисем шултра. Ана çинче пĕр çум курăкĕ те кураймăн. Çакăнтах эпир Пантьăк ял тăрăхĕн пуçлăхне Николай Трифонова тĕл пултăмăр. Вăл хăйĕн савăнăçне пытараймасть.

– Иртнĕ çулхи çу кунĕсем аса килеççĕ, – терĕ Николай Иванович. – Кунта çу каçах трактор сасси лăпланмарĕ-çке. Темиçе çул хыт-хура, ытти çум курăк ашкăрса ларнă лаптăка сухаласа пăрахрĕç. Сăмах май, ăна хатĕрлеме кÿршĕри Чул хула облаçĕнчен тракторсем илсе килчĕç. Район пуçлăхĕ Александр Иванович Криков унта кайса çÿрени, калаçса татăлни усăллă пулчĕ. Çапла вара "Искра" ял хуçалăх кооперативĕ саланса кайнă хыççăн никам та усă курман çĕре хуратса хăвартăмăр. "Дар-Бройлер" директорĕ Николай Иванович Лисаев та ĕçре пысăк хастарлăх кăтартнине палăртмалла. Пурĕ виçĕ хутчен кăпкалатса тухрĕç пусăна. Кĕр тыррисем акма пахалăхлă çĕр хатĕрлерĕç.

Халĕ, акă, хура тăпра хăйĕн ырлăхĕпе савăнтарать. Кашни гектар 40 центнер ытла тухăç парать! Кĕрхи тулă хăш-пĕр лаптăксенче кашни гектартан 50 центнер тухни те пур.

– Вăрлăха иртнĕ çул Чул хула облаçĕнчен кÿрсе килтĕмĕр, – каласа пачĕ Николай Лисаев. – Хамăр районти "Нива" ял хуçалăх кооперативĕнчен те туянтăмăр. Ял хуçалăх культурисем илсе килме пурĕ тăватă миллион тенкĕ тăкакларăмăр. Кунпа пĕрлех икĕ миллион çурăлăх минерал удобренийĕсем туянтăмăр. Вĕсемпе туллин усă куртăмăр. Акнă чухне вăрлăха нитроаммафоскăпа хутăштарса тăпрана варăнтартăмăр. Пĕр гектар пуçне 100 килограмм удобрени лекрĕ. Ку вăл агрономи науки хушнă пекех.

Акă ăçта вăл ÿсĕм çăл куçĕ! Тĕпрен илсен, иртнĕ çул районĕпе 3015 гектар çинчи çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. 2327 гектар акса хăварнă. Çав шутран "Дар-Бройлер" обществăра пĕрчĕллĕ культурăсем маларах усă курман 1216 гектар йышăннă. Мĕн пур культурăсен лаптăкĕ вара 1736 гектарпа танлашать. Ку таранччен тыррăн 50 процентне яхăн пухса кĕртнĕ. Пĕтĕмпе тĕш тырă 2313 тонна йĕтем çине пырса кĕнĕ.

Юлашкинчен çакна та каласа хăвармалла. Пĕлтĕр районĕпе 11400 тонна ял хуçалăх культурисем пухăннă. Кĕçех вара ку чикĕне çитетпĕр, хуçалăхсем кĕр тыррисем акма пуçлаççĕ. Акана "Нива", "Коминтерн", "Свобода" хуçалăхсем чи малтан тухăç. Акă, тралькассисем халĕ вăрлăха им-çамлаççĕ. Районĕпе 2500 гектар çĕр хатĕрленĕ.

Ял çыннин тăрăшулăхĕ, ĕçченлĕхĕ савăнтарать. Паян хуп-хура тăпра выртакан уйра çитес çул ылтăн тырă хумханса ларасса, вăл пысăк тухăçпа савăнтарасса шанас килет.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика