Староатайский территориальный отдел администрации Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куç тулли тырă-пулă

05 августа 2009 г.

Комбайнерсен хастарлăхне пула «Свобода» колхозра та вырма ĕçĕ вăй илсе сарăлса пырать. Кăçал кунти çĕр ĕçченĕсен 500 гектар çинчен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене вырса çапса илмелле, вăл шутран кĕрхисем – 225 гектар. Паянхи кун анатçĕрпÿкассисем кĕрхи тулă 39 гектар вырса тĕшĕленĕ. Вăтам тухăç кашни гектартан – 25 центнер.

«Свобода» колхозăн тулă пуссийĕнче куç виçейми уй анлăшĕпе «Енисей-1200» комбайн çаврăм хыççăн çаврăм тăвать. Штурвала Г.Кокоревпа И.Бурин тытса пыраççĕ. Экипаж çак ĕçре пуян опыт пухнă, техникăна тикĕс ĕçлеттереççĕ. Хуçалăхăн тепĕр комбайн та пур. Анчах ăна ĕç çине хатĕрлесе çитереймен. Техника çителĕксĕрри-çке чылай чухне ĕçе вăхăтра пурнăçлама чăрмантарать. Çакă шухăшлаттарать те анатçĕрпÿкассисене. Пысăк вăйпа ĕçленине нимĕн те çитмест те. Çапах тыр-пул пухса кĕртекенсем уяр кунăн кашни саманчĕпе усă кураççĕ. Çĕнĕ тырра йĕтем çине ЗИЛ-130 автомашинăпа И.Кокорев турттарать.

Йĕтем çинче те хĕрÿ ĕç шавĕ тăрать. Кунти ĕçсене Е.Дмитриева кладовщица йĕркелесе пырать. В.Кумашкинпа С.Терентьев машинистсем сортировкăсене тухăçлă ĕçлеттереççĕ, ял çыннисем тырра лайăх тасатса тепĕр çул акма юрăхлă вăрлăх хатĕрлесе пыраççĕ, кĕлете кĕртеççĕ.

Сăмах май, «Свобода» колхоз йĕтемĕ çинче çамрăксем чылаййăн ĕçлеççĕ. Вĕсем çуллахи каникул вăхăтĕнче колхоз тырри-пуллине пухса кĕртме кăмăл тунă. Йышра аслăрах çулхисем те пур паллах. Вĕсем шкул ачисене ĕçе вĕрентсе пыраççĕ. Акă, йĕтем çинче Сухаревсем çемйипех ĕçлеççĕ. Амăшĕ йĕкĕреш Алисăпа Лиля хĕрĕсене çăкăр çиес тесен çĕр çинче мĕн чухлĕ вăй хумаллине ăнлантарать, тĕслĕх кăтартать. Хĕрсем йывăрлăхран хăрамаççĕ, мĕн ачаран колхозра тăрăшма хăнăхнă ĕнтĕ. Çемье халĕ те хĕрÿ ĕçре. Çапла, йĕтем çинчи туслă ушкăн ир пуçласа мĕн каçчен тар юхтарса ĕçлет, кĕлете çĕнĕ тырă кĕртет.

Тĕрĕсех калаççĕ: «Ÿсĕм çăл куçĕ – çуркунне тĕплĕ ĕçленинче». Анатçĕрпÿкассисем акана агротехника ыйтнă пек вăхăтра та пахалăхлă тунă. Механизаторсемпе специалистсем маттур ĕçленĕ. Çавăнпа тухăçлă тыр-пул çитĕнтернĕ те. Уйрăмах кĕрхи культурăсен уйĕсем савăнтараççĕ. Çапах та хальлĕхе кăтартусем мĕнлерех пулассине çирĕплетме иртерех-ха.

«Чĕпсене кĕркунне шутлаççĕ», – теççĕ. Хуçалăхсем йывăрлăхра пĕрне-пĕри пулăшсан, çĕр ĕçченне хавхалантарса пырсан, тар юхтарса ĕçлени сая каймĕ. Çапла ĕçлесен яланах ÿсĕм пулатех.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика