Староатайский территориальный отдел администрации Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул çÿреме çăмăлрах

18 июля 2009 г.

Çĕмĕрле автостанцийĕнчен вун-вун автобус çула тухать. Вĕсен маршручĕсем хамăр республикăри чылай ял-хулана кăна мар, Ульяновск, Мускав облаçĕсене те илсе çитереççĕ.

Тĕслĕхрен, Çĕмĕрле – Çĕн Атикасси çулпа (тăршшĕ – 50 километр) çÿрекен транспорт Хĕрлĕ Чутай районĕнчи темиçе ял витĕр те иртет. Çавна май 1997 çултах çÿреме пуçланă ПАЗ маркăллă автобуссенче халăх яланах тулли.

Çак кунсенче вара ку автомаршрут тата тăватă километр тăсăлса Анат Çĕрпÿкассине çитрĕ. Юхан шыв хĕрринче вырнаçнă виçĕ урамлă яла автобус кунсерен тăватă рейс тăвать. Виçĕ район (Элĕк, Хĕрлĕ Чутай, Етĕрне) чиккинчи Чурпай, Акташ, Мăн Явăш, Мăн Ямаш, Яккушкăнь çыннисем çул çÿресси çăмăлланнипе питĕ кăмăллă. Вĕсем асăннă район центрĕсене те, Çĕмĕрле хулине те кирлĕ вăхăтра çăмăллăнах кайса килеççĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика