Староатайский территориальный отдел администрации Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çанталăк ырă – çуран чупма хаваслă

06 мая 2009 г.

Апрелĕн 27-мĕшĕнче районти тĕп стадионра çăмăл атлетика енĕпе чемпионат иртрĕ.

Çăмăл атлетсемшĕн çак кун çанталăк çав тери ырă тăчĕ. Чи малтан старта 100 метрлă дистанцире кĕрешекенсем тухрĕç. Ку тупăшура Атнар вăтам шкулĕн вĕренекенĕ А.Андреева çĕнтерчĕ, арçын ачасенчен Э.Дадюков (Хĕрлĕ Чутай) чи лайăх кăтартупа палăрчĕ. 200 метра парăнтарассипе те кĕрешÿ çивĕч иртрĕ. Асăннă дистанцире те А.Андреевапа Э.Дадюков чемпионсем пулса тăчĕç.

400 метр чупассипе О.Ивановапа (Çĕн Атикасси) А.Волков (Хĕрлĕ Чутай) пултаруллăрах пулчĕç.

800 метра парăнтарассипе В.Меркиташкинапа (Мăн Этмен) А.Нестерова (Çĕн Атикасси) çитекенни пулмарĕ.

Пĕр километр çурă чупакансен кĕрешĕвĕнче Т.Пандаковапа (Çĕн Атикасси) В.Ишмейкин (Штанаш) çĕнтерÿçĕ пулчĕç.

3 километрлă дистанцие чи чăтăмлисем, çирĕп вăй-халлисем тухрĕç. Ку ушкăнра Çĕн Атикассинчи О.Ивановапа Е.Сидоров пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç.

Эстафетăсенчи тупăшура Çĕн Атикасси вăтам шкулĕн атлечĕсем чи вăйлисем пулчĕç.

Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕн кĕçĕн çулхи спортсменĕсем хăвăрт утассипе ăмăртрĕç. 1 километрлă дистанцие Н.Шорникова чи малтан вĕçлерĕ.

Тăршшĕне сикессипе çĕнатикассисене çитекенни пулмарĕ. М.Егорова – 4 метр та 20 сантиметр, А.Михайлов 5 метр та 53 сантиметр тăршшĕ сиксе район чемпионĕсем пулса тăчĕç.

Йывăр атлетикăна кăмăллакансем йĕтре (ядро) тĕртрĕç. Питĕркассинчи Е.Филиппова йĕтрене 7 метр та 15 сантиметр тăршшĕ тĕртсе пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕ. Каччăсенчен Мăн Этменти А.Карпов пултаруллăрах пулчĕ (7 метр та 98 сантиметр).

Команда зачетĕнче пĕрремĕш вырăна Çĕн Атикасси шкулĕн команди çĕнсе илчĕ, иккĕмĕш – Хĕрлĕ Чутай, виççĕмĕш – Мăн Этмен.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика