Староатайский территориальный отдел администрации Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ир вăраннă – тутă пулнă

25 апреля 2009 г.

Район уй-хирĕсенче çурхи ĕçсем сарăлсах пыраççĕ. Ир вăраннă – тутă пулнă, тенине тĕпе хурса, малта пыракан хуçалăхсем агрегатсене пусăсене кăларнă ĕнтĕ. Акă, пурĕ кĕр калчисем 210 гектар йышăнакан лаптăка минерал удобренийĕсемпе апатлантарнă. Çак ĕçе чи малтан «Свобода» колхоз пуçăннă. Кунта 80 гектар çинчи калчасене минудобренисем панă. Çавăн пекех «Коминтерн» ял хуçалăх предприятийĕнче те уй-хир ĕçĕсене аван йĕркеленĕ. Хуçалăхра 130 гектар кĕр калчисене апатлантарнă, 140 гектар лаптăка сÿреленĕ.

Нумай çул ÿсекен курăксене минерал удобренийĕсем парассине «Свобода», «Коминтерн», «Нива» хуçалăхсенче аван йĕркеленине палăртмалла. Вĕсен уй-хирĕнче нумай сÿреллĕ агрегатсем те ĕçлеççĕ. Районĕпе вара 170 гектар лаптăка сÿреленĕ.

Хуçалăхсенче халĕ хурт-кăпшанкăсенчен хÿтĕлес тĕллевпе вăрлăха им-çамласси малалла пырать. Ку таранччен 65 тонна ял хуçалăх культурисене им-çамланă. Ĕçе уйрăмах «Победа» ял хуçалăх кооперативĕнче лайăх йĕркеленĕ. Унта 60 тонна вăрлăха им-çамлама ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. «Асамат» ТЯОра та çак ĕç пуçланнă.

Пĕтĕмĕшле илсен, халĕ нумай çул ÿсекен курăксемпе кĕр калчисене минерал удобренийĕсемпе апатлантарас, нÿрĕк сыхласа хăварас тата вăрлăха им-çамлас ĕçе пур çĕрте те тытăнма вăхăт. Кая юлсан, каю шăтать, теççĕ.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика