Староатайский территориальный отдел администрации Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Автобус маршручĕ тăсăлчĕ

15 апреля 2009 г.

«Свобода» колхозăн тĕп усадьби – Анат Çĕрпÿкасси. Юнашарах Элĕк районĕнчи – Мăн Ямаш, Етĕрне районĕнчи Мăн Явăш тата таврари ытти ялсем курăнса лараççĕ.

Чикĕре вырнаçнă виçĕ урамлă яла юхан шыв икке пайланă. Ку, паллах, кунта пурăнакансемшĕн питĕ чăрмавлă. Халăх кăмăлне шута илсе тата малашлăх планĕсене тĕпе хурса района ертсе пыракансем ку енĕпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнчĕç. Чи малтанах, 1995 çул вĕçĕнче, плотинăна хута ячĕç; 2007 çулхи çу кунĕсенче вара плотина таврашне тата Чурпай-Акташ-Çĕрпÿкасси (3 çухрăм) çулне вак чул сарса асфальтпа витрĕç.

Хыççăнах автобус маршручĕсене уçма тытăнчĕç. Етĕрне-Кив Атикасси маршрутпа ПАЗ маркăллă автобус 2007 çулхи август-октябрь уйăхĕсенче Çĕрпÿкассипе Акташ ялĕсем витĕр çÿрерĕ. Кăçалхи февраль-март уйăхĕсенче вара Хĕрлĕ Чутай-Çĕрпÿкасси маршрутпа çавăн йышши тепĕр автобус çÿресе пăхрĕ. Шел, пассажирсем сахаллине пула, ку рейссем питĕ хăвăрт хупăнчĕç.

Çапах та ял çынни район центрне те, Çĕмĕрле хулине те каймасăр пурăнаймасть: кашнин тĕрлĕ ыйту. Çавна май виçĕ район чиккинчи «Свобода» колхозăн тĕп усадьбине уйăх каярах, Çĕмĕрле-Çĕн Атикасси маршрут çинчи ПАЗ маркăллă автобуссем кунсерен икшер хут çÿреме пуçларĕç. Çапла вара асăннă маршрут тата 4 çухрăм тăсăлчĕ. Ку, чăнахах та, кÿршĕ ял çыннисемшĕн те меллĕ. Сăмах май, çÿлерех асăннă Çĕмĕрле-Çĕн Атикасси автомаршрут уçăлнăранпа кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕнче 12 çул çитет.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика