Староатайский территориальный отдел администрации Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çур аки çунат çĕклет

15 апреля 2009 г.

"Свобода" колхоз çулленех вăйлă тыр-пул туса илет. Иртнĕ çул кашни гектартан 25,2 центнер пухса кĕртнĕччĕ. Çакă, паллах, çĕр ĕçне вăхăтра, пахалăхлă ирттернипе тачă çыхăннă. Кăçал та кунта çурхи уй-хир ĕçĕсем иртнĕ шăмат кун, апрелĕн 11-мĕшĕнче, районта чи малтан пуçланнă.

– Çапла, анатçĕрпÿкассисем паян чăннипех те канăçа çухатнă, – терĕ район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Николай Коробков. – Кăçал вĕсен 220 гектар çурхи культурăсем акса хăвармалла. Çĕр ĕç ăстисем умри тĕллевсене пурнăçлама хатĕр. Техника юсавлă, çунтармалли-сĕрмелли материалсем çителĕклĕ, паха вăрлăх хатĕр, ăна им-çамланă хыççăн кăна тăпрана варăнтарасшăн. Минерал удобренийĕсем те кирлĕ чухлех. Хуçалăх ертÿçи Валериан Бромбин пуçарулăхĕпе пултарулăхĕ иксĕлми. Вăл хуçалăх тилхепине нумай çул тытса пынипе халăхпа пĕр чĕлхе тупнă, коллектива пĕр чăмăра пĕрлештерме вĕренсе çитнĕ.

Хуçалăхри механизаторсем иртнĕ шăмат кун 20 гектар çине нумай çул ÿсекен курăксем акма пуçăннă. Çавăн пекех 63 гектар йышăнакан курăксен лаптăкне минерал удобренийĕсемпе апатлантарнă. Кунпа пĕрлех 70 гектар кĕрхи тулăна минерал удобренисем парас ĕçе вĕçленĕ. Пур çĕрте те "Свобода" хуçалăх ĕçченĕсем пек ĕçлесен ÿсĕм тума пулать. Анчах хăш-пĕр çĕрте темĕн кĕтеççĕ, уй-хир ĕçĕсене пуçăнма тăхтаса тăраççĕ.

– Николай Федорович, пĕлтĕр "Асамат" хуçалăх пур енĕпе те кая юлса пыратчĕ. Кăçал унта çĕнĕ ертÿçĕсем, вĕсем çур аки умĕнхи ĕçсене мĕнле йĕркелесе яма пултарчĕç;

– Вырăнлă ыйту. Чăнах та, кăçал "Асаматăн" ертÿçисем улшăнчĕç. Иртнĕ çул унта кайсан калаçма, ĕç-хĕл мĕнле пынипе интересленме питĕ йывăрччĕ. Мĕншĕн тесен хуçалăха ертсе пыракансем тарса çÿретчĕç. Кăçал вара лару-тăру ырă еннелле улшăннине палăртма кăмăллă. Тамара Сидорова ертÿçĕ, унăн çумĕ Анатолий Давыдов зоотехник, Николай Иванейкин агроном, Валерий Денисов бригадир йывăр лару-тăрăва пăхмасăрах производствăна аталантарас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлеççĕ. Кунта тракторсенчен чылайăшне юсанă, халĕ погрузчика йĕркене кĕртес ĕç пырать. Хуçалăха инвестор укçа-тенкĕпе пулăшни те курăмлă. Нумаях пулмасть Сĕнтĕкçырминчи машина-трактор паркне 60 тонна дизель топливи кÿрсе килнĕ. Кунта çакна та каласа хăвармалла пулĕ. Паянхи кун тĕлне районĕпе 181 тонна дизель топливи пур.

– Акмалли вăрлăх пирки пĕр-ик сăмах каласан вырăнлăччĕ...

– Çуркунне акса хăварма вăрлăхлăх культурăсем çителĕклĕ хывса хăварнă. Анчах хăш-пĕр хуçалăхсенче шăтаслăхĕпе тата таса марлăхĕпе вĕсем усă курма юрăхсăр. Çавна май хуçалăхсенче вăрлăха кондицие çитерес тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. Акă, "Нива" производство кооперативĕ ĕнер вăрлăх сортлас ĕçе вĕçлерĕ. Тралькассисен сортировкипе "Дар-Бройлер" чăх-чĕп фабрики усă курĕ. Палăртмалла, ял хуçалăх культурисене акас умĕн ядохимикатсемпе им-çамламалла. Ку хурт-кăпшанкăсем ĕрчессине пĕтерме пулăшĕ.

Хальлĕхе районĕпе 583 тонна минерал удобренийĕ пур. Шел, В.Никитин фермер хуçалăхĕ, "Мочковашский", "Путь Ильича", "Сура", "Телей" хуçалăхсем ăна пачах туянман. Ертÿçĕсем те, специалистсем те çакна лайăх пĕлеççĕ: вăрлăхпа пĕрле удобрени хывсан тухăç палăрмаллах пысăк пулать. Анчах хăш-пĕр çĕрте кун пирки шухăшласах каймаççĕ пулас. Пирĕн тĕллев – çуртрисене минерал удобренийĕсемпе пĕрле кăна акмалла.

– Выльăх апачлĕх культурăсем акса çитĕнтересси пирки паянах шутламалла ĕнтĕ. Ку енĕпе ĕçсем еплерех пыраççĕ;

– Чăнах та, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине лайăх аталантарас тесен агрономсемпе зоотехниксен паян çывăрмалла мар. Сăмахран, "Коминтерн" ял хуçалăх кооперативĕ çулленех сĕт тата аш-какай хатĕрлессипе çитĕнÿсем тăвать. Çакă выльăхсен пуян рационĕпе тачă çыхăннă. Мĕншĕн тесен хуçалăх кашни çулах белокпа пуян культурăллă ÿсен-тăрансем çитĕнтерет. Кунта рапс, клевер, люцерна, соя, нимĕç пăрçи, судан курăкĕ пысăк лаптăксем йышăнаççĕ. Вĕсене тирпейлĕ пухса кĕртсе выльăх апачĕ нумай хатĕрлеççĕ. Акă ăçта вăл тухăçлă сĕт тата аш-какай çăл куçĕ.

Сăмах май, хуçалăхăн 30 тонна нимĕç пăрçи вăрлăхĕ пур. Никитин фермер хуçалăхĕ ăна хăйне кирлĕ чухлĕ туяннă. Ыттисем вара кун пирки урлă выртана тăрăх çавăрма васкамаççĕ. Ырă кукка килсе пулăшу парасса кĕтсе лараççĕ-ши; Пур çĕрте те клевер, козлятник, люцерна лаптăкĕсене ÿстермелле.

Хальлĕхе механизаторсен кадрĕсем те çителĕксĕр-ха. Тĕрĕссипе, ялсенче трактористсем çук мар. Вĕсене ĕçшĕн мĕнле тÿлени шухăшлаттарать. Хăш-пĕр çĕрте вара халĕ те çур аки ĕç планĕсене туман, халăха мĕнле тÿлессине палăртман.

Паян районта çур аки çунат çĕклерĕ теме пулать. Хуçалăхсем уй-хире массăллăн тухиччен район администрацийĕ апрелĕн 16-мĕшĕнче механизаторсен, специалистсен, хуçалăх ертÿçисемпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен семинар-канашлăвне ирттерме палăртнă. Вăл "Победа" кооперативра пуçланать те "Асамат" хуçалăхăн Сĕнтĕкçырминчи машина-трактор паркне куçать. Пĕтĕмлетÿсем Хусанушкăнчи Культура çуртĕнче пулаççĕ.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика