Староатайский территориальный отдел администрации Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăха нимĕнле укçапа та туянаймăн

11 апреля 2009 г.

"Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн" акцие тата Пĕтĕм тĕнчери сывлăх кунне халалласа районти шкулсенче мероприятисем иртнĕ. Акă, Атнар шкулĕнче куна ирхи чупуран пуçланă, Питĕркассинче пуçламăш классемпе викторина, "Хаваслă стартсем" спорт ăмăртăвĕ ирттернĕ, Хусанушкăнĕнче пĕчĕккисемпе эстафета йĕркеленĕ, пысăккисемпе – "Сывлăх пуйăсĕпе çул çÿрев" вăйă. Çĕн Атикасси шкулĕ те Сывлăх кунĕнчен аякра юлман, кунта аслă классенчи вĕренекенсем хушшинче баскетбол енĕпе турнир иртнĕ, Шулюра "Хĕвел, сывлăш тата шыв – пирĕн чи лайăх туссем" ятлă калаçу пулнă.

Ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотекăн информаци центрĕнче Элеонора Михеева ертсе пынипе Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вĕренекенсемпе тĕл пулу ирттернĕ. Тĕл пулу вăхăтĕнче И.Капитонова библиограф ачасене пирус туртасси тата алкоголь аталаннине çирĕплетекен кăтартусемпе паллаштарнă. Мероприятинче шкул ачисем çакăн пек пĕтĕмлетÿ тунă: ытларах хăйне вĕренÿре, ĕçре, шкул пурнăçĕнче нимĕнле те палăртманнисем ирех пируспа туслашаççĕ.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика