Староатайский территориальный отдел администрации Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эпир – кĕнеке тусĕсем

28 марта 2009 г.

Нумаях пулмасть Çĕн Атикасси шкулĕнче "Кĕнекепе туслăхра" ятлă конкурс иртрĕ.

Конкурс пулассине пĕлсенех çамрăк вулавçăсем шкул библиотекине васкарĕç. Кашни ача хăй юратнă кĕнекине Лариса Петровна Барминаран тепĕр хут вулама ыйтрĕ.

Малтанах шкул ачисем хăйсем вулама тата çырма пултарнине тĕрĕслерĕç. Ку енĕпе жюри чи пултаруллисене суйласа илчĕ. Çĕнтерÿçĕ ята Ирина Пандакова (2 кл.), Александр Яковлев (4 кл.), Валентина Яковлева (3 кл.), Алена Мельникова (5 кл.), Эльвира Андреева (6 кл.) тивĕçрĕç.

2 тур "Кĕнекерен – сцена çине" ятпа иртрĕ. Шкулăн Пысăк залĕнче кунĕпех илемлĕ кĕвĕ янăрарĕ, сцена çине кашни класс ÿкернĕ кĕнеке хуплашкисене, ачасен ÿкерчĕкĕсене вырнаçтарнă. Пуринчен малтан 2 классем "Тухтăр патĕнче" сценка кăтартрĕç, 3 классем С.Михалковăн "Старик ĕне сутни" сценкăна илемлĕ çи-пуç тăхăнса выляса пачĕç. Вĕсем хыççăн 4 класс ачисем К.Ивановăн «Килчĕ ырă çуркунне» композицинче Сентисем пулса лашалла выляса чупрĕç. "Йытăпа сунарçă" сыпăка 5 класри А.Мельниковапа Е.Романов лайăх выляса пачĕç, А.Чеховăн "Хамелеон" сценкине 7 классем лартрĕç.

Юлашкинчен библиотекарьпе пĕрле эпир, ачасем, пултаруллисене палăртса каникулта вулама çĕнĕ кĕнекесем уйăрса илтĕмĕр.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика