Староатайский территориальный отдел администрации Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çур акине хатĕрленсе

18 марта 2009 г.

«Свобода» колхоз ĕçченĕсем Чăваш Республикин Президенчĕ 2009 çула Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ тесе пĕлтернине тулли кăмăл-туйăмпа кĕтсе илнĕ. Вĕсем иртнĕ çул кашни гектартан 25,2 центнер пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем пухса кĕртнĕччĕ. Çавăн пекех кунта маларах усă курман ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене 200 гектар пусă çаврăнăшне кĕртнĕ.

Кăçалхи тĕллевсем пĕлтĕрхинчен пысăкрах. Çĕр ĕç ăстисем тыр-пул тухăçне палăрмаллах ÿстерме палăртнă. Çакна шута илсе халĕ хуçалăхра çур акине хатĕрленес ĕçе анлă сарса янă. Акă, 11 трактортан 7-шне юсав линейкине лартнă. Çавăн пекех 3 сеялка, пĕрер плугпа культиватор ĕçе хатĕр. Ятарлă юсав бригади ытти техникăна тÿрлетес тĕлĕшпе тăрăшать.

Колхозра вăрлăх хатĕрлес ĕç малалла пырать. Пурĕ 450 центнер вăрлăха тĕрĕслеттернĕ. Вăл пĕтĕмпех кондицие ларать. Çакă паха – çуркунне вăрлăхлăх культурăсене минерал удобренийĕпе пĕрле тăпрана варăнтараççĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика