Староатайский территориальный отдел администрации Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимлĕ пулсан инкек сиксе тухмĕ

11 марта 2009 г.

Çурхи уйăха кĕтĕмĕр. Хĕвел хĕртсе пăхнă май сывлăш температури пысăклансах пырать. Çапла вара юр йăшать, шыв-шур нумайланать. Çакна шута илсе паян ялсене, урамсене шыв илесрен сыхланмалла. Ку енĕпе тĕрлĕ ĕçсем туса ирттермелле.

Ял тăрăхĕсен администрацийĕсен çуркуннехи вăхăтра шыв илесрен сыхланас, çавăн пекех тăкаксене чакарас, халăха, экономика объекчĕсене хÿтĕлес тĕлĕшпе ĕçлемелле. Мĕншĕн тесен районта плотинăсем, пĕвесем сахал мар. Кунпа пĕрлех Сăр юхан шывĕ Утаркасси тăрăхне сарăлса çитме пултарать. Чăнах та, кăçал юр нумаях мар. Шыв, тен, вăйлах та анмĕ. Çапах асăрханулăх питĕ кирлĕ, ку инкек-синкекрен хăтăлма пулăшĕ.

Чи малтанах шыв юххине тĕрĕс йĕркелесе ямалла. Вăл юхан шыв еннелле юхтăр. Çырана хÿтĕлемелли сооруженисене юсавлă тытмалла. Кĕпер айĕнче пăр капланса ларнине сирсе яма тăрăшмалла. Шыв илесрен малтанах тĕллевлĕн хатĕрленмелле, аварипе çăлав ĕçĕсем ирттермелли план пулмалла.

Ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче ĕçлекенсен шыв илме пултарасси çинчен халăха малтанах пĕлтерсе хумалла. Шыв хăвăрт тулма тытăниччен çынсене хăйсене мĕнле тытмаллипе паллаштармалла. Сăмах май, кимĕсем е сулăсем хатĕрлесси çине тимлĕ пăхмалла. Хатĕррисем хăш тĕлте пулнине пурне те пĕлтермелле.

Çакна та каласа хăвармалла. Шыв илме пултаракан ялсене, урамсене, экономика объекчĕсене, çулсене, кĕперсене, çыхăну тата электролинисене малтанах палăртса тухмалла. Мĕн чухлĕ çынна эвакуаци йĕркипе илсе тухасси те паллă пултăр. Кунпа пĕрлех çурт-йĕр, выльăх-чĕрлĕх шучĕ те кирлĕ. Çут çанталăк кăларса тăратнă инкек-синкекпе кĕрешме ятарлă хатĕрсем тата çынсем вĕрентсе янтланин пĕлтерĕшĕ уйрăмах пысăк.

Шыв илес хăрушлăх тухса тăрсан халăха кун пирки сиренăпа, сасă вăйлатакан аппаратпа (громкоговоритель), телефонпа усă курса пĕлтермелле. Çынсене хăйсемпе пĕрле документсене, хăш-пĕр пурлăха, апат-çимĕçĕн икĕ кунлăх запасне илме хушмалла. Килтен тухас умĕн электричествăна, газа, кăмакари çунакан вутта сÿнтермелле. Хăрушă вырăнтан чи малтанах ачасене, чирлисене тата ватă çынсене илсе тухмалла.

Тĕпрен илсен, çуркуннехи тапхăрта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен шыв сарăлассипе çыхăннă ыйтусемпе ĕçлемелле. Тимлĕ пулсан инкек-синкек сиксе тухмĕ, шыв илнинчен те чиперех хăтăлăпăр.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика