14 февраля 2009 г.
2009 çулхи апрель уйăхĕн 1-мĕшĕнчен федерацин çÿлерех асăннă саккунĕ тăрăх федераци çăмăллăхçисен уйăхри укçа тÿлевĕ вăтамран 8, 5 процент хăпарать.
Çак документпах кăçалхи апрель уйăхĕн 1-мĕшĕнчен федераци çăмăллăхçисен социаллă пулăшу пуххине 615 тенке çитернĕ (çав шутра медицинăн хушма пулăшăвĕ – 547, тÿлевсĕр çÿрев – 68 тенкĕ).
Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен соцпакета хирĕçлемелли процедура ансатланнă: çăмăллăха йышăнма килĕшменнине çулленех çирĕплетме кирлĕ мар текех. Ăна илес тесе маларах панă заявлени соцпакета тепĕр хут тивĕçесси пирки çырса пĕлтеричченех вăйне çухатмасть. Ун пек чух çăмăллăхçăн пулăшу пуххине илес пирки Пенси фондне октябрĕн 1-мĕшĕччен заявлени çитермелле. 2009 çулта соцпакета хирĕçлесе пĕлтĕр çырса пĕлтерни 2010 çулта та, ун хыççăн та вăйра тăрать.
Источник: "Пирěн пурнăç"