Староатайский территориальный отдел администрации Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмалла

21 января 2009 г.

Иртнĕ çулта пирĕн районта пурĕ 36 пушар пулчĕ. Вут-кăвар алхаснин пĕтĕмĕшле тăкакĕ – 1 миллион та 615 пин тенкĕ. Инкек хисепĕ Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнче 6, Кив Атикасси ял тăрăхĕнче – 6, Хусанушкăнче – 5, Атнарта – 5, Тралькассинче – 5, Ачкассинче – 4. Ыттисенче вара çапларах ÿкерчĕк: Пантьăк ял тăрăхĕнче – 2 пушар пулнă, Мăн Этмен, Питĕркассипе Штанаш ял тăрăхĕсенче пĕрер инкек тухнă.

Мĕн пур инкексен сăлтавĕ мĕнре-ха; Акă, 9 пушар электролинисем юсавсăр пулнипе, электроприборсемпе тĕрĕс мар усă курнипе çыхăннă. Ача-пăча шăрпăкпа вылянине пула виçĕ хутчен вут сиксе тухнă. Уçă çулăмпа усă курни 6 пушар патне илсе çитернĕ. Калас пулать, килти кăмака, газ котелĕ юрăхсăр пулни те чылай чухне инкек сăлтавĕ пулса тăрать. Ку сăлтава пула 5 пушар тухнă. Пирус туртса выртнипе те 5 хутчен вут-çулăм алхаснă. Икĕ пушар вара питех те лайăх мар сăлтавпа – юри вут тĕртнипе – пулни питех те пăшăрхантарать. Кун пек мелпе харпăр хăй е çын килне пĕтерме тăрăшнине халăхра ĕмĕрех сивленĕ.

Çапла, пушарсен сăлтавĕсем тĕрлĕрен те нумай. Вут-кăвар вăйă мар, унран сыхланма манмалла мар. Пушар ан тухтăр тесен хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмалла, вара вут-çулăмпа çыхăннă инкексен шучĕ те пирĕн районта чакĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика