17 января 2009 г.
Çĕр пайĕ пур граждансене депутатсем харăсах икĕ ырă хыпарпа савăнтарчĕç. Пĕрремĕшĕ, çывăх вăхăтра кун пек харпăрлăхçăсем (собственники) хăйсен прависене 5 хут йÿнĕрех хакпа регистрацилеме пултарĕç. Иккĕмĕшĕ, депутатсем тара памалли килĕшÿсене граждан тата çĕр саккунĕсен правилисене пăхăнса тумалли вăхăта икĕ çула тăснă. Пĕрремĕш вулавпа Налук кодексне тата "Ял хуçалăх тĕллевлĕ çĕрсене çаврăнăша кĕртмелли çинчен" саккуна тивĕçлĕ тÿрлетÿсем кĕртнĕ.
Пĕрремĕш саккун проекчĕпе килĕшÿллĕн ял хуçалăх тĕллевлĕ çĕрсенчен уйăрнă çĕр участокне регистрацилемелли патшалăх пошлини 100 тенкĕ пулать. Çакă уйрăм çынсемпе юридици сăпачĕсем валли те. Халиччен граждансем валли пошлина виçи 500 тенкĕпе танлашнă, организацисем валли – 7500 тенкĕ.
Кунсăр пуçне пĕрлехи харпăрлăхри ял хуçалăх çĕрĕсен участокĕсен пайĕсене регистрацилемелли пошлина уйрăм çынсем валли те, юридици сăпачĕсем валли те 50 тенкĕ пулать.
Патшалăх Думин бюджетпа налук Комитечĕн председателĕн çумĕ Геннадий Кулик каланă тăрăх, çакă çĕр пайĕсене регистрацилес йĕркесене çăмăллатассин пĕрремĕш утăмĕ. Вăл каланинчен, каярахпа Çĕр кодексне тата ял хуçалăх çĕрĕсене çаврăнăша кĕртесси пирки калакан саккуна тÿрлетÿсем кĕртĕç.
Аса илтеретпĕр, паян миллион гражданăн 1990-мĕш çулсен пуçламăшĕнче илнĕ çĕр пайĕ пур, ун чухне ялсенче çĕр приватизацийĕ пуçланчĕ. Ял хуçалăх çĕрĕсене пайсем çине уйăрса ял çыннисене пĕрлехи харпăрлăха валеçсе панă, кашни харпăрлăх прави çинчен свидетельство илнĕ. 11, 8 миллион çын ял хуçалăх çĕрĕсен харпăрлăхçи пулса тăнă. Шел те, пĕтĕмĕшле çĕрсенчен хăвна валли фермер хуçалăхне ертсе пыма çĕр участокĕ уйăрса илес йĕркене вăйра тăракан саккунпа уçăмлах палăртман, харпăр хăй çĕр пайне илес ĕç йывăртарах пулса пырать.
Кунсăр пуçне, вăйра тăракан "Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене çаврăнăша кĕртесси çинчен" саккунăн 16-мĕш статйин 1-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн, çĕр пайĕсене тара парас (илес) килĕшÿсене (асăннă саккун вăя кĕриччен тунисене) ку саккун вăя кĕнĕ кунтан пуçласа ултă çул хушшинче, тĕрĕсрех 2009 çулăн январĕн 27-мĕшĕччен, РФ Граждан кодексĕпе килĕшÿллĕ тумалла. Çакна пурнăçламасан, 2009 çулхи январĕн 28-мĕшĕнчен пур çĕр пайĕ те ял хуçалăх организацийĕсене куçаççĕ. Çакă, енчен те ял хуçалăх организацийĕ панкрута тухас пулсан, унăн парăмĕсене çĕр пайĕсене пула татнине (çĕр пайĕсен хуçисенчен ирĕк ыйтмасăрах) пĕлтерет. Эппин, харпăрлăхçăсем çывăх вăхăтра çĕрсене регистрацилемесен малашлăхра вĕсене çухатма пултарĕç. Вăхăт питĕ сахал юлчĕ, çавăнпа та Граждан кодексĕпе килĕшÿллĕн тара илни пирки килĕшÿсене туса ĕлкĕреймен çĕр пай харпăрлăхçисен йывăрлăхсем сиксе тухасран депутатсем çĕр çине правасене регистрацилес вăхăта икĕ çуллăха тăснă.
Патшалăх Думин аграри ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Комитечĕн председателĕ Валентин Денисов каланă тăрăх, çÿлерех асăннă килĕшÿсене тăвас вăхăта тата 2 çуллăха тăсни ял хуçалăх таварĕсене туса кăларакансене тата çĕр пай хуçисене çĕрсемпе саккунлă усă курас ыйтăва цивилизациллĕ татма май парать. Çавăн пекех вăл çĕр пайĕсем çине правасене патшалăх регистрацийĕ тăвас ĕçе, икĕ çул каялла пахчаçăсемпе дачниксенне тунă пек, çăмăллатассине палăртрĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"