06 декабря 2008 г.
Юлашки вăхăтра больницăна пулăшу ыйтма пынă шкул ачисем хушшинче пыйтланнисен шучĕ ÿснине палăртма пулать. Çакăн пек тĕслĕхсем уйрăмах Çĕн Атикасси шкулĕнче нумай. 2007 çулта ку енĕпе районта 7 тĕслĕх тупса палăртнă, кăçал 8 тĕслĕх. Пыйтăсенчен мĕнле сыхланмалла-ши?
Пыйтăсем çын юнĕпе тăранса пурăнаççĕ. Çын юнне вĕсем талăкра 2-3 хутчен ĕçеççĕ, кашнинче пĕрер миллиграмм. Пĕтĕмпе виçĕ тĕрлĕ пыйтă пулать: пуç, кĕпе, хыса пыйти.
Пуç пыйти шăрка сапсан 4-14 кунтан личинкăна çаврăнать, 15-17 кунтан вĕсенчен пысăк пыйтăсем çитĕнеççĕ. Пуç пыйти амисем 32 кун, аçисем 27 кун пурăнаççĕ. Амисем кашни кунах 2-5 çăмарта, хăй ĕмĕрĕнче вара 140 çăмартана яхăн тăваççĕ. Пуç пыйти çÿç çинчен ÿксен талăкран вилет.
Кĕпе пыйти унăн çĕввисем, хутламĕсем çине çăмарта тăвать. Кунне 6-14 çăмарта, хăй ĕмĕрĕнче 300 çăмартана яхăн тăвать. Амисем 46 кун, аçисем 32 кун таран пурăнаççĕ. Кĕпе пыйти, çĕр çине ÿксен, пĕр эрне пурăнма пултарать, шывра – 2 талăк.
Кĕпе тата пуç пыйтисем – чи хăрушшисем. Мĕншĕн тесен вĕсем – шатраллă тиф чирне чирлĕ çынран сывă çынна ертекенсем.
Хыса пыйти – чи вĕтти. Вăл çыннăн кĕске çÿçĕсем (куç харши, хăрпăнĕсем) çинче пулать. Вăл чир ертмест, анчах çын кĕçтенипе ÿт-тире хыçса пĕтерет. Унтан ÿт-тир чирĕсем пуçланса каяççĕ.
Пыйтăсем ĕрчесе ан кайччăр тесен мĕн тумалла-ха; Чи малтанах тасалăха çирĕп пăхăнса пурăнмалла. 7-10 кунта пĕрре мунча кĕрес пулать. Кĕпе-йĕме, вырăн таврашĕсене улăштарсах тăмалла. Вĕсене вăхăтран вăхăта вĕретсе çумалла. Типĕтнĕ хыççăн вĕри утюгпа тĕплĕн якатмалла. Ют çын кĕпе-йĕмĕпе, тумтирĕпе, пуç турисемпе тата ытти япаласемпе усă курма юрамасть. Тасалăх енчен шкулсенче, ясли-садсенче ĕçлекенсен яваплă пулмалла. Енчен те çыннăн пуçĕнче пыйтă е шăрка тупсан, çийĕнчех вĕсене хирĕç кĕрешме тытăнмалла. Юлашки вăхăтра çĕнĕ им-çампа, "Медифакс" ятлă шĕвекпе, анлăн усă кураççĕ. Вăл пыйтăсене, шăркасене те пĕтерет, çынсемшĕн тата килти чĕр чунсемшĕн сиенлĕ мар. Çак им-çампа çÿçе тата пуç тирне сĕрмелле те 20 минут тытмалла. Унтан шампуньпе, тăрă шывпа тата 4, 5 процентлă уксус шĕвекĕпе чÿхемелле. Вилнĕ пыйтăсене, шăркасене тураса антармалла та çунтарса ямалла. Ÿкмен шăркасене кашни çÿç пĕрчи çинчен чĕрнепе туртса тасатмалла, мĕншĕн тесен шăрка хăй тĕллĕн çÿç çинчен ÿкмест.
Кĕпе-тумтир çинче пыйтă тупсан, ăна 2 процентлă кальци содиллĕ шывра 15 минут вĕретмелле, типсен икĕ енчен те вĕри утюгпа тĕплĕн якатмалла. Вĕретме юраман япаласене 0, 15 процентлă карбофос ирĕлчĕкĕ янă шывра ислетсе хумалла, кайран вĕри шывпа çумалла. Çавăн пекех япаласене дезинфекци камери урлă кăларма пулать.
Асăннă им-çамсене тата вĕсемпе мĕнле усă курмалли инструкцисене аптекăсенче, ялти врач амбулаторийĕсенче е фельдшерпа акушер пункчĕсенче туянма пулать.
Источник: "Пирěн пурнăç"