08 октября 2008 г.
Çĕр улмине маларах «иккĕмĕш çăкăр» тесе калаттăмăр. Районти хуçалăхсем те ăна пысăк лаптăксенче лартса çитĕнтеретчĕç.
Уйрăм колхозсенче вăл 150-200 гектара çитетчĕ. Паллах, ăна сутса тупăш та сахал мар тунă. Хуçалăх кассине укçа-тенкĕ ытларах пырса кĕни япăх-и вара? Гектар тухăçĕшĕн те нумай тăрăшнă. Органика тата минерал удобренийĕсем парса çĕр пулăхне лайăхлатнă. Лаптăка агротехника правилисене çирĕп пăхăнса хатĕрленĕ.
– «Коминтерн» колхозпа «Октябрь» совхоз çĕр улми лартса ÿстерес енĕпе специализациленнĕччĕ, – каласа пачĕ мана Питĕркассинче пурăнакан ĕç ветеранĕ Николай Петрович Стафик. – «Иккĕмĕш çăкăра» çитĕнтерме пултаруллă, хастар механизаторсене шаннăччĕ. Çимĕçе кăларса пухма копалкăсем те, комбайнсем те пурччĕ.
Çакă та асрах-ха. Çĕр улми пухса кĕртнĕ вăхăтра хулари шефсем яла килсе тулатчĕç. Ял çыннисене рабочисем тивĕçлĕ пулăшу паратчĕç. Вĕсене вырăнта вĕри апат çитерессине йĕркелетчĕç, канма кирлĕ условисем туса паратчĕç. Çапла вара лаптăкĕ пысăк пулнă пулин те «иккĕмĕш çăкăра» нихăçан та юр айне хăварман.
Николай Петрович нумай хушă «Октябрь» совхоз ертÿçи пулчĕ. Ун хыççăн Юрий Яковлевич Мадиков директор лавне туртса пычĕ. Çулсем иртнĕ май çĕр улми лаптăкĕ те ÿсрĕ. Акă, Павел Хохлов механизатор çак культурăна пăхса тăрас тĕлĕшпе питĕ маттурччĕ. Яра куна пусăра тар юхтаратчĕ. Çавăнпах ялта «Улма Павăлĕ» ят тухрĕ.
«Иккĕмĕш çăкăра» патшалăха сутассине çÿллĕ шайра йĕркелесе янăччĕ. Автомашина хыççăн автомашина хатĕрлев пунктне çул тытатчĕ. Сортировка пункчĕсем кунĕпех ĕçлетчĕç. Хранилищĕсене хĕллехи управа тонни-тоннипе çĕр улми хыватчĕç. Вăрлăхлăх та, выльăх-чĕрлĕхе çитерме те çителĕклĕччĕ вăл. Пĕтĕмĕшле илсен, çак ял хуçалăх культури тĕш тырăпа пĕрлех хуçалăх уйĕсенче хăйĕн вырăнне тупнăччĕ.
Халĕ вара... Çак çимĕçпе никам та ĕçлесшĕн мар. Кăçал районĕпе ăна 17, 5 гектар çинче лартса ÿстернĕ. Маларах çакăн пысăкăш лаптăк пĕр бригада уйĕнче пулнă. Чăнах та, палăртрăм ĕнтĕ, «иккĕмĕш çăкăра» çитĕнтерме çăмăл мар. Юлашки çулсенче унăн хакĕ те йÿнелсе кайрĕ. Çакна шута илеççĕ ĕнтĕ хуçалăх ертÿçисем.
Ял хуçалăх управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, «Путь Ильича» тулли мар яваплă обществăра кăçал виçĕ гектар çĕр улми ÿстернĕ. «Сура» хуçалăхăн гектар тухăçĕ 67 центнер çеç. Кунта 1, 5 гектар çинчен 10 тонна кăна çĕр улми тухнă. Сăлтавĕ – лаптăка çу кунĕсенче лайăх пăхса тăманнинче. Ретсен хушшине йĕркеллĕ кăпкалатмасан, колорадо нăррисене хирĕç çине тăрса кĕрешмесен тухăç ăçтан-ха пулĕ;
«Асамат» хуçалăх та кăçал çĕр улми туса илес тĕлĕшпе ĕçленĕ. Унта çак çимĕçе 13 гектар çитĕнтернĕ. Октябрĕн 6-мĕшĕ тĕлне 8 гектар çинчен пухса илнĕ. Ку вăл планăн 61 проценчĕ пулать. «Иккĕмĕш çăкăр» кашни гектар пуçне 138 центнер тухать.
Ытти хуçалăхсенче вара çĕр улми пачах çук. Ертÿçĕсемпе специалистсем ăна лартса çитĕнтерес енĕпе нимĕн те туман. Çапла хресчен мĕн ĕлĕкрен пилĕкне авса, тар тăкса ÿстернĕ культура хисепрен тухрĕ.
Сăмах май, хăш-пĕр районсенче çĕр улми çитĕнтерес ĕçре темиçе çул ĕнтĕ технологие çĕнетсе пыраççĕ, тăпрана лайăх кăпкалатса хатĕрлеççĕ, колорадо нăррине ашкăнма памаççĕ, лартас умĕн вăрлăха им-çамлаççĕ. Çавăн пекех кăткăс удобрени – азофоска, ретсене кăпкалатнă чух тата аммиак селитри хывса хăвараççĕ. Фитофторăран хÿтĕлеме çĕр улмине икĕ хут им-çамлаççĕ. Тăрăшни ÿсĕм парнелет. Гектар тухăçĕ хăш-пĕр çĕрте 350 центнера çитнĕ. Акă ăçта вăл паха опыт.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче районта хăмла пахчи пысăкчĕ. Ăна сутса хуçалăхсем сахал мар тупăш тунă. «Симĕс ылтăн» кăçал районĕпе те 10 гектар çеç йышăннă. Вăл «Искра-Хмель» хуçалăхра 4 гектар, «Свобода» колхозра 6 гектар пулнă. Гектар тухăçĕ 5-шер центнерпа танлашнă. Çавăн пекех «Мочковашский» фермер хуçалăхĕнче сакăр гектар пахча-çимĕç çитĕнтерсе пухса кĕртнĕ. Çимĕç пурĕ 104 тонна пухăннă е гектар тухăçĕ 130 центнер.
Статьяна çĕр улми çинче чарăнса тăнипех вĕçлес шухăш пур. Ĕлĕк ăна хатĕрлев кантурĕ пухатчĕ. Паян çак йĕрке пăрахăçа тухни ял çыннине хытах пăшăрхантарать. Çавăнпа коллективлă хуçалăхсенче кăна мар, килти хушма хуçалăхра та çĕр улми анисене пĕчĕклетсех пыраççĕ. Мĕншĕн тесен ăна туса илме тухакан тăкака тупăш саплаймасть. Малашне те çакăн пек лару-тăрупа килĕшсе ларĕ-ши çĕр ĕçченĕ
Источник: "Пирěн пурнăç"