Староатайский территориальный отдел администрации Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăнтăр Осети çыннисене пулăшас тĕллевпе

30 августа 2008 г.

Инкеке лекнĕ Кăнтăр Осети çыннисене тĕнчипех пулăшнине пурте пĕлетпĕр. Ку енĕпе эпир те айккинче юлмăпăр.

Инкеке лекнĕ Кăнтăр Осети çыннисене тĕнчипех пулăшнине пурте пĕлетпĕр. Ку енĕпе эпир те айккинче юлмăпăр. Район администрацийĕ вăрçа пула шар курнă çынсене пулăшас тĕллевпе предприятисемпе учрежденисенче ĕçлекенсен, уйрăм предпринимательсен пĕр кунхи укçине куçарса пама йышăннă. Кунпа пĕрлех ялсенче çĕнĕ тумтир, вырăн таврашĕсем, укçа пухас ĕçе анлă сармалла. Пуçтарнă япаласене районти социаллă пулăшу паракан центра çитерсе памалла.

Чăваш Енре Кăнтăр Осети çыннисем валли пĕр миллион тенкĕ ытла пухнă. Августăн 27-мĕшĕ тĕлне инкеке лекнĕ çынсем валли пĕр кунхи ĕç укçине район администрацийĕнче тăрăшакансем, район хаçачĕн редакцийĕ, социаллă хÿтлĕх пайĕ, казначейство, Штанаш, Кив Атикасси тата Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕсем уйăрнă.

Çак ĕçе пурин те хутшăнасчĕ, çĕр çинче мирлĕ пурнăç хуçалантăр тесе тăрăшасчĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика