Районта обществăлла выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекенсен черетлĕ кунĕ иртрĕ.
Райадминистраципе ял хуçалăх управленийĕн ĕçченĕсем хуçалăхсене çитсе фермăра тăрăшакансемпе, зооветспециалистсемпе тĕл пулчĕç, продуктивлăха ÿстерес, выльăх апачĕ янтлас, витесене хĕле хатĕрлес ыйтусене сÿтсе яврĕç. Çакна палăртрĕç: кăçал хальхи вăхăтра кашни ĕне куллен вăтамран 11, 3 килограмм сĕт антарать. Иртнĕ çулхи кăтарту çакăнтан 1, 3 килограмм сахалрах пулнă. Урăхла каласан, районти 1541 ĕнерен халĕ кунне 17361 килограмм сĕт пухăнать. В.Никитин фермер хуçалăхĕ ку енĕпе уйрăмах ăнăçлă ĕçлет. Кунти дояркăсем кашни ĕнерен 21, 6 килограмм сĕт суса илеççĕ. «Асамат» общество вара выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхне ÿстерес тĕлĕшпе кирлĕ пек ĕçлеймест. Кунта куллен ĕне пуçне 6 килограмран ытла сĕт сăваймаççĕ.
Паянхи куна кашни ĕнерен сĕт сăвасси «Аккозинский» кооперативра 2, 9 килограмм, «Нивăра» – 1, 5, Сĕнтĕкçырми ферминче 3, 6 килограмм чакнă. Хăш-пĕр çĕрте ĕнесене сунă хыççăн симĕс масса парассине йĕркелемен.
...Ирхине тăхăр сехет тĕлне «Победа» кооперативăн Иккĕмĕш Хурашаш фермине çитрĕмĕр. В.Иванова дояркăпа калаçатпăр.
– Пирĕн кунта 88 ĕне, – терĕ вăл. – Кунне пурĕ 1400 килограмм сĕт пухăнать. Хальхи вăхăтра кашни ĕне талăкра вăтамран 15, 9 килограмм сĕт антарать. Ку, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 4, 3 килограмм ытларах.
Фермăра продукци илессине ÿстерессишĕн тĕрлĕ майсемпе усă кураççĕ. Акă, хальхи вăхăтра выльăхсем уйра çÿреççĕ. Симĕс курăк çителĕклех çиеççĕ вĕсем. Кунпа пĕрлех кашнине 2-шер килограмм фураж параççĕ. Сĕт пахалăхĕ япăх мар. Дояркăсен уйăхри вăтам ĕç укçи 3000-3500 тенкĕпе танлашать.
– Кăçал вите тăррине çĕнетмелле, – теççĕ ферма ĕçченĕсем. – Çумăрта шыв анать. Юсав ĕçĕсене пуçăнчĕç-ха. Сĕт пăрăхĕ вырнаçтарнă юпасене улăштарса тухрĕç.
10 сехет çитсе пырать пулин те ĕнесем картишĕнчех-ха. Паян вĕсене мĕншĕн уя илсе тухма васкамаççĕ; Кĕтÿçĕсем Сĕнтĕкçырми ялĕнчен-мĕн. Вĕсене илме машина кайман-ши; Икĕ кĕтÿçĕ килсе çитнĕ иккен. Виççĕмĕшĕ таçта çухалса юлнă. Çавăнпа кĕтĕве кăларма васкамаççĕ. Хуçалăх директорĕн çумĕ В.Григорьев килсе çитсен çеç ĕнесене уя илсе тухрĕç. Хăш-пĕрисен ĕç дисциплини хавшакки сĕт ытларах илес ĕçре ура хурать. Çакăнтан тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тума вăхăт.
Хуçалăх выльăх апачĕ хатĕрлес тĕлĕшпе япăх мар ĕçлет. Ку аван ĕнтĕ. Июлĕн 22-мĕшĕ тĕлне 200 тонна е планăн 135 проценчĕ чухлĕ утă хывса хăварнă. Сенаж 250 тонна пур е 250 процент. Тĕпрен илсен, кашни условнăй выльăх пуçне ку таранччен 8 центнер апат единици хатĕрленĕ.
«Аккозинский» кооперативăн ĕне ферми çывăхĕнче трактор кĕрлевĕ тăрать. Дояркăсем сенаж траншейине хуплама улăм кÿреççĕ. 600 тонна кĕрекен траншейăна паха апатпа тултарнă. Çавăн пекех 280 тонна утă янтланă. Ку вăл планăн 134 проценчĕ. 500 тонна кĕрекен траншейăна йĕркене кĕртес ĕç пырать. «Каярах юлтăмăр-ха, – тет В.Скворцов бригадир. – Автокран çукки тата вăйлă çумăр çуни чăрмантарчĕ. Юсав ĕçĕсене паян-ыран вĕçлеме палăртатпăр. Стройматериалсем пур. Пилорамщик тупрăмăр».
Ферма ĕçченĕсен кунне хутшăннă ушкăнсен ертÿçисем хуçалăхсенче пулнă хыççăн райадминистрацин Пĕчĕк залне пухăнчĕç. «Асамат» хуçалăхăн Сĕнтĕкçырми ферминчи ĕнесем маститпа чирлеççĕ, – терĕ райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, ял хуçалăх, экономика, пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен управленийĕн начальникĕ А.Самылкин. – Çак чир сăлтавĕ ăçта; Выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен станци ĕçченĕсен ăна паян-ыранах тĕпчесе палăртмалла. Кунпа пĕрлех Сĕнтĕкçырми ферминче тислĕкпе ĕçлеменни çинчен калас килет. Хаклă удобрени шалта та, тулта та нумай пухăнса кайнă. Çамрăк выльăхсене пахалăхлă утăпа тивĕçтермеççĕ. Вĕсене мĕншĕн-ха кăнтăр кунĕнче уйра çÿретмелле мар; Дояркăсем икĕ уйăх ĕç укçи илмен. Шалăвăн пĕр пайне утă е тырă пани те вырăнлă. Суман ĕнесем чылаййи те пăшăрхантарать. Районти специалистсенчен йĕркеленĕ комисси хутшăнмасăр вĕсене браклама юрамасть. Ферма территорийĕсене, çул хĕррисене тирпей-илем кĕртесси çине те пысăк тимлĕх уйăрмалла».
Райадминистраци ĕçĕсен управляющийĕ А.Башкиров «Коминтерн» хуçалăхра пулнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, атнарсем витесене йĕркене кĕртме пуçăннă. Дезинфекци туса тухнă, халĕ стенасене извеçпе шуратаççĕ. Çакă аван – ĕне выльăх йышĕ кунта пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 40 пуç ытларах. Сыснасен шутне 90 пуç ÿстернĕ. Паян фермăра 2134 сысна тытаççĕ. Шел пулин те, кашни ĕнерен сĕт сăвасси чакать. Мĕншĕн тесен уйра курăк сахалланса юлнă. Фермăра ĕçлеме çынсем çителĕклĕ. Вĕсене ĕç укçи парассине япăх мар йĕркеленĕ.
Райадминистрацин йĕркелÿпе тĕрĕслев тата кадрсен ĕçĕн пайĕн начальникĕ А.Кузьмин Никитин фермер хуçалăхĕнчи ĕçсемпе паллаштарчĕ. Кунта витесене юсас ĕçе вĕçленĕ. Тырă хумалли склад туса пĕтернĕ. Тислĕк кăлармалли транспортер вырнаçтарнă. «Нива» хуçалăхра вара витесене йĕркене кĕртес ĕç пырать. Строительство бригади пур. Юлашки вăхăтра ĕне пуçне сĕт сăвасси чакнине палăртмалла. Мĕншĕн тесен нумайăшĕ пăруллачченхи тапхăрта.
Ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Н.Коробков «Авангард» хуçалăха çитсе килнĕ. «Строительсен бригади ĕçлет, – терĕ вăл. – Строительство материалĕсем çителĕклĕ. Халĕ фермăсене юсас ĕç пырать. Территорине тирпей-илем кĕртессипе те ĕçе йĕркеленĕ. Шел, кулленхи сăвăм чакнă. Эрне хушшинче кашни ĕне пуçне пĕр килограмм сахалрах сĕт сунă. Сăлтавĕ – выльăхсене симĕс масса çулса паманнинче. Çакăн пек хĕрÿ вăхăтра директор ĕçрен тухса кайнă».
«Свобода» колхозра экономика, çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Г.Ярлов пулнă. Вăл каланă тăрăх, çĕнĕ витере нÿрĕк пысăк. Унта виçĕ вентилятор вырнаçтарнă-ха, анчах ку çителĕксĕр. Пĕр енчи чÿречесене уçни те усă памалла. Нумай пулмасть тырă склачĕ ĕçе кайнă. Ку таранччен 40 тонна утă, 600 тонна сенаж, 1200 тонна силос хывса хăварнă. Кĕскен каласан, кашни условнăй выльăх пуçне 18 центнер апат единици хатĕрленĕ. Сăмах май, кун пекки урăх нихăш хуçалăхра та çук. Колхоз халăхран сĕт пухать. Кашни килограмшăн 5 тенкĕ те 70 пус тÿлеççĕ. Кĕр аки валли çĕр хатĕрлеççĕ. 112 гектар йышăнакан лаптăка кăпкалатнă. Акана тухиччен ăна тепĕр хут сухаламалла пулать. Акташ тата Анат Çĕрпÿкасси çыннисене автобус çÿременни пăшăрхантарать.
Райадминистрацин финанс пайĕн специалисчĕ Л.Индрякова çапла каларĕ: «Телей» хуçалăх ертÿçисене курасси пулмарĕ. Пĕр ферма ĕçченĕпе калаçнă тăрăх, выльăх пăхакансем икĕ уйăх ĕç укçи илмен. Питĕркассинчи витерен тислĕк кăларнă. Юсав ĕçĕсене пуçăнман. Выльăх апачĕ пачах хатĕрлеме тытăнман. Техника çукки ура хурать. Хурапырти сурăх ферминче те юсав ĕçĕсем пуçланман».
Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсен кунне А.Самылкин пĕтĕмлетрĕ. «Кашни фермăна çитни, унти ĕç-хĕлпе паллашни, паллах, çитменлĕхсене пĕтерме пулăшать, – терĕ вăл. – Çакна шута илсе ферма ĕçченĕсен кунне кашни уйăхрах тĕплĕн хатĕрленсе ирттермелле. Паянхи канашлу мĕн кăтартрĕ-ха; Нумай çĕрте фермăсен тупăшне ÿстерес тĕллевпе япăх ĕçлеççĕ. Малта пыракансен опычĕпе туллин усă курмаççĕ. Çитменлĕхсене пĕтересси, ыйтусене татса парасси, фермăсене зооветспециалистсемпе тивĕçтересси – çивĕч тĕллевсенчен пĕри».