09 апреля 2008 г.
Çанталăк ăшă тăрать. Йĕри-тавра типĕ курăк выртать. Вут-çулăмпа асăрханусăр пулсан инкек пулас хăрушлăх пысăк. Çакăн пирки асăрхаттарсах тăратпăр, анчах пушарсем çав-çавах тухаççĕ. Акă, çак сăлтавпах апрелĕн 7-мĕшĕнче кăнтăр иртсен Питĕркасси ялĕнчи ферма территорийĕнче (малтан сысна вити пулнă) пысăк сарай çуннă. Сăлтавĕ – арçын ачасем шăрпăкпа вылянинче.
Çак кун 4-мĕш тата 6-мĕш класра вĕренекенсем, шкулта урокра ларас килменрен ферма территорийĕнче “каннă”. Хайхискерсем типĕ курăк, утă-улăм пуçтарса кăвайт чĕртнĕ. Киле таврăнма вăхăт çитсен вучаха сÿнтерме хăтланнă, анчах типĕ курăк вăй илсех пынă. Хăраса ÿкнĕскерсем вут-çулăмран тарнă. Пушар хурал ĕçченĕсем пулăшăва çитнĕ çĕре урса кайнă “хĕрлĕ автан” талккишĕпех алхаснă. Сарай çунса кайнă.
Ашшĕ-амăшĕсен ачисене шăрпăк тетте марри çинчен лайăх ăнлантарасчĕ, педагогсен те ку енĕпе ăнлантару ĕçне вăйлатасчĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"