09 апреля 2008 г.
Тăван тавралăх илемлĕ, таса та тирпейлĕ пулни кунта ĕçчен те маттур, ырă чун-чĕреллĕ çынсем пурăннине пĕлтерет.
Акă, иртнĕ канмалли кунсенче Питĕркасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Т.Дмитриев пуçарнипе ялта пурăнакансем экологи субботникне ирттернĕ. Ку Ырă ĕçсен çулталăкĕнче ырăпа палăрасчĕ тенипе мар, тăван яла илем кÿрес тĕллевпе пулнă.
Малтанхи кунсенче ял тăрăхĕн специалисчĕсем ял çыннисене килĕрен çÿп-çапа тултарма михĕсем валеçсе тухнă. Ку та ырă пуçару. Ăпăр-тапăра пуçтарсан ниçта хума çук-çке. Тепĕр çĕре кайса тăксан унта сапаланса выртать, уншăн та пуçран шăлмаççĕ. Икĕ кун хушшинче ял çыннисем кил умĕнчи çÿп-çапа пуçтарса михĕсене тултарса çул хĕррине йĕркипе лартса тухнă. Тунти кун мĕн пур тасамарлăха кирлĕ çĕре турттарса кайса тăкнă. Пурăнман пушă çуртсем умĕнче йĕрке тумалли юлнă-ха. Çак кунсенче ку çитменлĕхсене те пĕтерме шутлаççĕ, ытти ялсене те экологи субботникĕ çитĕ.
Халĕ асфальт сарнă урам сăн-сăпачĕ хитреленчĕ, тирпейлĕх хуçаланать. Ĕçлеме ÿркенмелле мар çеç.
Источник: "Пирěн пурнăç"