01 апреля 2008 г.
Такăнмасăр ÿкместпĕр,
Ватăлмасăр вилместпĕр.
Сакăр вунна çитмесĕр те
Алла туя тытмастпăр, –
шăранаççĕ такмаксем сцена çинче. Купăс кĕвви ян! та ян! каять, хĕрсемпе каччăсен çепĕç сасси пухăннисен чĕрисене кĕрсе вырнаçать. Питĕркасси культура çурчĕ çумĕнчи «Хăмăш» ушкăн ял çыннисене хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарать-мĕн. Кашни номер хыççăнах куракансем артистсене тăвăллăн алă çупса тав тăваççĕ. Ку кăна-и; Залра ларакансем те, сцена çинчи талантсемпе пĕрлех, урисемпе тăпăртатса илеççĕ. Чуна пырса тивекен, чĕрене хускатакан такмаксем янăраççĕ-çке!
«Хăмăш» фольклор ушкăнне Питĕркассинчи Культура çурчĕн директорĕ Николай Михайлович Быков виçĕ çул каялла йĕркеленĕ. Юрра-кĕвве хăйсем тĕллĕн вĕреннĕ çынсем çÿреççĕ унта. Акă, Николай Судаков купăс калама ăста. Н.Быковăн «сылтăм алли» теме пулать ăна. Хăй вăл «Хĕрлĕ Чутайри электричество сечĕсем» организацире водительте ĕçлет. Пушă вăхăтра алла купăс тытса çамрăксене вăйă картинче юрлаттарма-ташлаттарма ăста.
Н.Чубайкин Питĕркасси библиотекинче тăрăшать. Вăл халăха тĕрлĕ литературăпа, хаçат-журналпа туслашма хăнăхтарать. Çав вăхăтрах пултарулăх ĕçне хастар хутшăнать. М.Огонькова вара ушкăнăн пултарулăх ертÿçи. Репертуара пуянлатса пырассишĕн нумай тăрăшать. Хурапыр клубĕн администраторĕ Г.Судаков параппанçă тивĕçне чыслăн пурнăçласа пырать.
Эпĕ вара хирĕç ларакан, нихçан та пуçа усма пĕлмен ялти Культура çурчĕн директорĕ çине пăхатăп та тĕлĕнетĕп, культура фронтĕнче ун пек пултаруллă çынсем ытларах пулсан пирĕн клубсен çути аякка-аякка çити сарăлĕччĕ. Сăмах май, Николай Михайлович хăй тĕллĕн вĕреннĕ музыка ăсти. Купăс калама ача чухнех вĕреннĕ. Ку кăна-и; Ташлама-юрлама та ăста. Чи пахи – ыттисене ăсталăха алла илме пулăшать.
– Манăн тĕллев, – терĕ вăл, – шкулта вĕренекенсенчен кружок йĕркелесе хут купăс калама хăнăхтарасси. Хамăн ывăл, Игорь, халĕ 7-мĕш класа çÿрекенскер, купăспа выляма пултарать. Шел, çамрăк ăру çыннисенчен кун пеккисем питĕ сайра.
«Хăмăш» ансамбль патнех таврăнар-ха. Ăна авалхи йăла-йĕркене паянхи çынсем хушшине сарас, мăн асатте-асаннесен юрри-ташшине халăх патне çитерес тĕллевпе йĕркеленĕ. Çак ĕçе, тÿрех каламалла, Н.Быков ертсе пыракан ушкăн çÿллĕ шайра туса пырать. Ăна коллектив çĕнсе илнĕ хаклă парнесемпе Дипломсем тата грамотăсем лайăх çирĕплетсе параççĕ. Иртнĕ çул районти ĕçпе юрă тата спорт уявĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Н.Малов хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарнăшăн ушкăна «Чайка» купăс парса хавхалантарнă. Шупашкарта Республика кунне халалласа ирттернĕ концертран та парнепе – электрочейникпе таврăннă.
– Пĕлтĕрхи сентябрь уйăхĕнче Чулхулара Пĕтĕм Раççейри «Эпир Раççей çыннисем» ятпа иртнĕ наци культурисен фестивальне хутшăнма тивĕç пултăмăр, – каласа парать Николай Михайлович. – Пухăннисем пирĕн пултарулăхпа интересленсе паллашрĕç. Унта Диплом тата чашăк-тирĕк комплекчĕ çĕнсе илтĕмĕр. Кăçалхи Хĕл ăсатăвĕн уявĕнче те эпир иккĕмĕш вырăна тухса DVD-плеера тивĕçрĕмĕр.
ЧР Президенчĕ иртнĕ çулхи ноябрь уйăхĕнче «Чăваш Республикинче ялти культура учрежденийĕсене аталантарас енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен» Указ кăларчĕ. Питĕркасси ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем ăна тулли кăмăл-туйăмпа кĕтсе илнĕ. Ара, Указăн тĕллевĕ пархатарлă-çке – культура вăй-хăватне малалла аталантарма условисем туса парасси.
Акăш мар, пулă мар,
Шывра ишеес çук.
Ватă мар, вĕтĕ мар,
Чăтса лараяс çук, –
юрлать «Хăмăш» фольклор ушкăнĕ. Сăвви те, кĕвви те чăннипех чуна пырса тивеççĕ. Хăй тĕллĕн вĕреннĕ пултарулăх ăстисене тав туса хыттăн-хыттăн алă çупас килет. Сирĕн талант, сирĕн ăсталăх куллен ÿссе пытăр, питĕркассисем!