12 марта 2008 г.
Павел Васильевич Фондеркин Питĕркасси ялĕнче çуралнă. Хальхи вăхăтра Хĕрлĕ Чутайра пурăнать. Вăл ĕмĕрĕ тăршшĕпех çĕвĕ ĕçĕпе тăрăшнă. Районти Йăла комбинатĕнче, пахча çимĕç типĕтекен заводăн çĕвĕ цехĕнче тата ытти çĕрте те вăй хунă. 70 урлă каçнă пулин те ахаль ларнине курма çук. Çу кунĕсенче сад-пахчара аппаланать. Хĕлле вара çынсем панă заказсене пурнăçлать: кĕпе-тумтир çĕлет, юсать...
Павел Васильевичăн пушă вăхăтри киленĕвĕ – шахмат вăййи. Шахмат ăстисем пирки сехечĕпех калаçма пултарать. Хальхинче вăл ачалăх кунĕсене аса илчĕ.
– Мана хамăр ялти Михаил Антонович Падюков шахматпа туслашма пулăшрĕ, – терĕ Павел Васильевич. – Вăл, Аслă вăрçа хутшăннăскер, çак вăйă ăстиччĕ. Эпĕ ун чухне 13 çулхи ачаччĕ. Манпа пĕрлех тантăшăм Гурий Молендейкин та шахматла выляма хăнăхрĕ. Çакăн хыççăн пĕр кун та алла шахмат тытмасăр ирттермен. Ялти клубра выляттăмăр. Çĕнтерес-мĕн пулсан чĕре кăкăртан тухса тарас пек тапнине сисеттĕм. Мĕн чухлĕ савăнăç, хĕпĕртÿ пулнă тата!
Павел шахматла выляс ăсталăха ÿстерсех пынине унăн иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕ Михаил Фондеркин-Типчак сăвăç тимлĕн сăнаса тăнă. Вăл паллă çын пулнă, район хаçачĕн редакцийĕнче ĕçленĕ. «Госпитальте выртса сывалнă салтаксенчен нумайăшĕ шахматла выляма пĕлет, – ăнлантарнă шăллĕне. – Михаил Антонович та çав шутах кĕрет. Никита Семенович Сятрайкинпа Николай Филимонович Мутейкин вăрçă паттăрĕсем те çак вăййа килĕштереççĕ, авă».
Аслăрах ăру çыннисемпе тупăшнă чухне Павел чи малтан Михаил Филимонович Мутейкина мат панă. Çакăн хыççăн ăна М.Фондеркин-Типчак шахмат парнеленĕ. Магнитлă фигурăсем пулнă унта, вĕсем шахмат хăми çинчен ÿкмен. Çавна май ăна çула илсе тухма та, уй-хирте ĕçленĕ чухне канмалла çерем çине ларса выляма та меллĕ пулнă. «Тăрăшсан ÿсĕм пулатех, – тенĕ пиччĕшĕ. – Ăс-тăна аталантарса пырас тесен куллен тренировка ирттермелле. Вăй хуни сая каймасть, хăçан та пулин хăйĕн пархатарне кÿретех».
Шахматла выляма вĕреннĕренпе икĕ çул çитнĕ тĕле Павел Фондеркин районта иртекен ăмăртусене те хутшăнма пуçлать. Кашни тупăшурах малтисенчен пĕри пулать. 1953 çулта республикăри ăмăртура район чысне хÿтĕлет. 15 çулта кăна пулнă-ха вăл ун чухне. 18 çын хушшинче 7-мĕш вырăн йышăнать.
– Çакă та асран тухмасть, – тет халĕ Павел Васильевич. – Пĕр çулхине района шахмат вăййисен республикăри чемпионĕ Алексей Студенецкий килнĕччĕ. Ун чухне унпа выляса пăхма тÿр килчĕ. Çав вăйă маншăн, çамрăк шахматистшăн, чăн-чăн ăсталăх шкулĕ пулчĕ. Лайăх шутласа, асăрханса вылярăм-ха эпĕ, анчах чемпион мана çĕнтернине сиссе те юлаймарăм.
Çулсем иртнĕ май П.Фондеркин шахматла выляссипе темиçе те район чемпионĕн хисеплĕ ятне çĕнсе илнĕ. Юлашки хут вара 1978 çулхи декабрь уйăхĕнче ирттернĕ матчра çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Халĕ район чемпионачĕсене хутшăнмасть.
– Эпир, ваттисем, çамрăксене çул патăмăр, – терĕ Павел Васильевич уйрăлас умĕн. – Акă, Хĕрлĕ Чутайри Евгений Сергеев, райбольницăра ĕçлекен Валерий Храмов тата ыттисем те шахмат вăййисен ăстисем. Çамрăксене спортпа туслашма тата сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас енĕпе те тимлеççĕ вĕсем. Çакăнтан пархатарлă ĕç пур-ши;
Источник: "Пирěн пурнăç"