01 марта 2008 г.
Авалтанпах йывăçсене касса тĕп тунине хирĕç кĕрешесси вăрман ĕçченĕсен пуç ыратăвĕ пулнă. 20-30 çул каялла никам ирĕк памасăр пин кубла метр таран йывăç касса кайнă. Халĕ кунашкал сĕмсĕрлĕх манăçа тухрĕ темелле. Сăлтавĕсем те пĕтрĕç кун валли. Вăрман хуçалăхĕ ял халăхне вутă та, ытти вăрман продукцине те кирлĕ чухлĕ сутать. Çулсеренех çурт-йĕр тăвакансем валли строительствăра усă курма вăрман делянкисем çителĕклĕ уйăрса парать. Ку ĕнтĕ предприятисемшĕн те, çынсемшĕн те питĕ меллĕ.
Анчах та хăш-пĕр çынсем çакна ăнланасшăн мар, укçа тÿлемесĕрех вăрман касса вăрласа каяççĕ. Акă, 2007 çулта Пантьăк ялĕнче пурăнакан М.Г.Дьячков никам хушмасăр килне 6 юман касса килнĕ, вăрмана сăтăр тунă. Çакăншăн судпа айăпласа ăна 1 çуллăх условнăй йĕркепе ирĕкрен хăтарнă тата 13 пин тенкĕ тÿлеттернĕ. Çавăн пекех Туканашра пурăнакан Ф.И.Артемьев тата Ачкасси çынни В.В.Васюков Атнар лесничествин 40 кварталĕнче 9 юман касса вăрмана сăтăр тунă, вĕсене судпа айăпласа пĕр çул çурăллăх тата пĕр çуллăх условнăй йĕркепе ирĕкрен хăтарма, иккĕшне пĕрле 67 пин те 349 тенкĕ тÿлеттерме йышăннă. Ун пек ĕçсем Атнар лесничествинче татах та пур, хальлĕхе следстви пырать.
Хăш-пĕр çынсем вăрманта ÿкнĕ йывăçсене тÿлемесĕрех илсе тухма тăрăшаççĕ, вĕсене те уншăн айăпласа укçа тÿлеттереççĕ, административлă майпа штрафлаççĕ.
Çавăн пекех хăрăк йывăçсене те никам хушмасăр касма, киле илсе кайма юрамасть. 2008 çулхи январь уйăхĕнче Вишенер ял çыннисем (хăнăхнă мар-и;) – А.А.Титилькина, Ю.И.Абаськин, З.П.Капралова, Ю.И.Филиппов Пантьăк лесничествин 84 кварталĕнчен пурĕ 10 кубла метр майлă йывăç касса илсе килнĕ, пурĕ 34227 тенкĕлĕх сăтăр тунă. Ку ĕçсемпе милици органĕсем айăплисене явап тыттарма документсем хатĕрлеççĕ.
Ку таранччен ял вăрманĕсенче вăрман саккунĕсене пăхăнса ĕçлесе пыманнине палăртмасăр иртме çук. Никам хушмасăр, билет çырмасăр, ăçта кирлĕ унта йывăçсем каснă, вăрмана тата çут çанталăка сиен кÿнĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе (226 ", 04.09.2007 ç.) ял хуçалăх вăрманĕсене пĕтĕмпех Хĕрлĕ Чутай лесничествине сыхласа упрама тата ытти вăрмансенче кирлĕ ĕçсем туса пыма панă, Хĕрлĕ Чутай районĕ тăрăх – 806 гектар, Элĕк районĕпе – 1495 гектар, пĕтĕмпе 2301 гектар.
2007 çулта Хĕрлĕ Чутай вăрман хуçалăхĕнче ĕçлекенсене хăш-пĕр ял вăрманĕсенче пулса тĕрĕслеме май килнĕ. Тĕслĕхрен, Элĕк районĕнчи Кĕçĕн Тăван ялĕ патĕнчи вăрманта малтан Çĕмĕрлери сельлесхозра ĕçленĕ В.Е.Хомутов мастер билет çыртармасăр ял халăхне йывăçсем кастарса сутнă, 211, 474 тенкĕлĕх сăтăр тунă. Суд йышăнăвĕпе В.Е. Хомутова 200 сехет ирĕксĕр ĕçлемелле тунă, тата унран сăтăр тунă укçине шыраса илĕç.
Чутайсем те Элĕксенчен юласшăнах мар, акă, 2007 çулхи ноябрь уйăхĕнче Присурски лесничестви çумĕнчи хырлăхра С.А.Новиков, колхоз вăрманĕн лесникĕ пулнăскер, Трапай ялĕнче пурăнакан Л.Ф.Чумакована 10 тĕп йывăç нимĕнле хушусăрах кастарнă, çут çанталăка 61, 471 тенкĕлĕх сиен тунă. Ку сăлтавпа милици ĕçченĕсем айăплисене явап тыттарма ĕç уçнă. Çавăн пекех Пантьăк лесничествинчи «Дружба» лагерь патĕнче ирĕк памасăр каснă йывăçсем пирки те уголовнăй йĕркепе ĕç пуçарнă.
Юлашкинчен çакна каласшăн: вăрман касма ан васкăр, саккуна пăсмасăр тата тÿлесе вăрман продукцине туянсан нумай йÿнĕ ларĕ, çемье бюджечĕ тăкак тÿсмĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"