19 декабря 2007 г.
«Кĕнекесем – пирĕн туссем» темăна тĕпе хурса Питĕркассинчи вăтам шкул çумĕнчи «Светлячок» ача сачĕн воспитателĕ Л.Г.Чеблукова «Мĕн? Ăçта? Хăçан?» вăйă ирттерчĕ.
Вăл модельлĕ библиотекăра пулчĕ. Пĕчĕк шăпăрлансем викторинăна тĕплĕн хатĕрленнĕ: кĕнекесем нумай вуланă, юмахсенчи тĕп сăнарсен ÿкерчĕкĕсен куравне хатĕрленĕ. Конкурсра ачасем тĕрлĕ интереслĕ ыйтусене хуравларĕç, ушкăнпа выляса та илчĕç. Тупăшăва 2 класра вĕренекенсем те (учителĕ Л.Ф.Ермолаева) хутшăнчĕç. Ача садне çÿрекенсем вĕсен хуравĕсене тимлĕн итлерĕç, ăша хыврĕç. Кану тăхтавĕнче юрăсем янăрарĕç.
Юлашкинчен Николай Чубайкин библиотекарь çĕнĕ кĕнекесен куравĕпе паллаштарчĕ, ача-пăча писателĕсем çинчен каласа пачĕ, пĕчĕк ачасене кĕнекене упрамаллине аса илтерчĕ, кĕнеке тусĕсем пулма чĕнчĕ. Викторина çĕнтерÿçисене те палăртрĕç, парнепе чысларĕç.