Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 8 теçетке: сахал-и вăл е нумай?

11 августа 2007 г.

Район йĕркеленнĕренпе 80 çул çитнĕ май, тăван тăрăхра çавăн пек юбилеех паллă тăвакан çынсем çинчен çырма питех те кăмăллă. Акă, районти социаллă хÿтлĕх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçал август уйăхĕнче 80 çул тултаракансем пурĕ 12-ĕн. Вĕсенчен пĕри - Питĕркасси ялĕнче пурăнакан Анастасия Харитоновна Чобайкина.

Августăн 8-мĕшĕнче А.Х.Чобайкина 80 çул тултарчĕ. Çавна май социаллă хÿтлĕх пайĕн ĕçченĕсем ватă кинемее саламлама çитрĕç, парне турĕç. Питĕ ăшшăн кĕтсе илчĕ вăл хăнасене, хăйне манманшăн, сума сунăшăн чунтанах хĕпĕртерĕ. Паллах, ватă çыннăн кун-çулĕпе паллашрăмăр.

А.Х.Чобайкина Трапай ялĕнче çуралнă. Унăн ачалăхĕпе яшлăхĕ телейлĕ иртнĕ теме çук. Йывăр вăхăтра ÿснĕ вĕсем, çапах та çутă малашлăха шанса пурăннă. 1941 çулта фашистла Германи пирĕн çĕршыв çине тапăнсан Анастасия Харитоновна Çĕнтерĕве çывхартас тесе çитĕннисемпе танах ирĕн-каçăн колхозра тар кăларса ĕçленĕ, тырă вырнă, вăрман каснă. Выçăллă-тутăллă пурăнсан та пуçа усман маттур хĕр.  Питĕ вăр-вар та çивĕч пулнă вăл. Нимĕнле ĕçрен те хăраман. Çав хастарлăхпа асанне паянхи кунччен пурăнать. Вăрçă çулĕсенче тылра хастар ĕçленĕшĕн Аслă Çĕнтерĕвĕн юбилей медалĕсем те пур унăн. Вăл салтак арăмĕ те шутланать. 12 çул каялла мăшăрĕ, вăрçă участникĕ, çĕре кĕнĕ. Вĕсем пилĕк ачана пăхса ÿстерсе ура çине тăратнă, çын тунă. Халĕ вĕсем пурте тăван килтен аякра пурăнаççĕ, амăшне манмаççĕ, килсех тăраççĕ. Асаннен 7 мăнук. Вĕсем те ватă çыннăн чун йăпатмăшĕсем.

Хальхи вăхăтра А.Х.Чобайкина пĕчченех пурăнать. Алă-урисем сурнипе нушаланать вăл, çавăнпа выльăх-чĕрлĕх те усраймасть. Хуçалăха, кил-çурта питĕ тирпейлĕ тытать. Çакă хапха умĕнченех палăрать. Ăш-пиллĕ тĕл пулу хыççăн хăнасене вăл хапхаранах ăсатса ячĕ. Унччен хаваспа, телейпе çиçекен куçĕсем унăн тĕксĕмленчĕç, чунĕ хурланчĕ пулас ватă çыннăн. Каллех пĕчченлĕх, шăплăх...

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика