Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район хаçатне чи нумай çырăнтарнă почтальон

07 июля 2007 г.

Районти çыхăну уйрăмĕсенче вăй хуракан почтальонсем кашниех клиентсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Питĕркассинчи çыхăну уйрăмĕн почтальонĕ Зоя Ивановна Герасимова та хăйĕн профессине чунтан парăннă. Унăн сумки яланах тулли, ăна Питĕркасси çыннисем куç пек кĕтеççĕ. Çырăнтару кампанийĕнче З.Герасимова çулсеренех активлăхпа палăрать, çак ĕçе тĕрĕс йĕркелет. Иртнĕ çул вăл “Пирĕн пурнăç” хаçата хăйĕн территорийĕнче нумай çырăнтарнипе премие те тивĕçнĕччĕ. Кăçалхи иккĕмĕш çур çул валли те район хаçатне Зоя Ивановна чылай çырăнтарнă. Тĕрĕссипе каласан, З.Герасимова районĕпе те “Пирĕн пурнăç” хаçата чи нумай çырăнтарнă почтальон. Пурĕ унăн кăçал 80 ытла экземпляр хаçат валеçмелле. Маттур та хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакан почтальонкăна ырлăх-сывлăх сунатпăр.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика