Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкулта вĕреннĕ вăхăта ырăпа аса илетĕп

30 июня 2007 г.

Çапла каласа парать 50 çул каялла Штанашри вăтам шкула пĕтернĕ Михаил Васильевич Ейков. Виçĕ район (Элĕк, Çĕмĕрле, Етĕрне) чиккисенче вырнаçнă авалхи шкула таврари вуншар çухрăмри ял ачисем çулсеренех ăс пухма çÿренĕ. Шкул хăй вăхăтĕнче паллă асăннă шкулсенчен пĕри шутланнă. Çирĕп те тарăн пĕлÿÿ, тĕрĕс воспитани илнисем хушшинче филологипе философи, физикăпа экономика, техникăпа медицина, историпе юридици, ял хуçалăх наукисен докторĕсемпе кандидачĕсем йышлă, чылайăшĕ хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ, хăшĕсем хăйсен кун-çулне çар тата ШĔП службисемпе çыхăнтарнă, офицерсем пулса тăнă. Шкулта вĕрентекенсемпе вĕренекенсем халĕ те аслă ăрăвăн ăслă та талантлă çыннисенчен ырă тĕслĕх илме тăрăшаççĕ, вĕсемпе мухтанаççĕ.

Михаил Васильевич Тракушкăнь ялĕнче çуралса ÿснĕ.

- Атте Тверь облаçĕнче тăшмансене хирĕç паттăррăн çапăçса пуçне хунă. Эпĕ атте ăшшине туйса кураймарăм. Çитĕнсен архив тăрăх ăна ăçта пытарнине шыраса тупма май килчĕ, - куççульне шăлать ветеран.

Вырăнти шкулта пĕлÿ илсен, малалла вĕренес килнĕрен çамрăк Штанашри вăтам шкула çул тытнă. М.В.Ейков хăйсене вĕрентнĕ учительсене халĕ те ырăпа аса илет.

- Директорсем вăл вăхăтра темиçен те улшăнчĕç, завуч пулса вăрçă участникĕ, Упукушкăнь çынни Виктор Мартынович Мартынов тăрăшрĕ. Физикăпа - Родион Михайлович Михайлов, химипе - Андрей Лукич Дементьев, нимĕç чĕлхипе - Константин Ивановпа Чĕмпĕрте пĕр класра вĕреннĕ Георгий Ильич Ильин тата ыттисем те вĕрентрĕç. Эпир вĕреннĕ шкул çурчĕ йывăçранччĕ, халĕ вăл çук ĕнтĕ. Пысăк чÿречеллĕ, сарлака коридорлă, çÿллĕ маччаллă çуртчĕ. Туссемпе тĕл пулма, юратнă учительсене курса сывлăх сунса чупса иртме, уроксенче куллен çĕннине пĕлме васкаттăмăр çак çурта. Пĕр пек аслă классем 4-ччĕ, кашнинче 30-шар ытла вĕренекен.

Вĕреннĕшĕн 150 тенкĕ укçа тÿлемеллеччĕ, 75 тенкине - вĕренÿ пуçламăшĕнче, 75-шне - иккĕмĕш çур çулĕнче. Кашни тунти кун укçа тÿлеменнисене ура çине тăратса ятлатчĕç, шкултан кăларса ярассипе хăрататчĕç.

Кĕркуннепе çуркунне йывăç тĕм лартма çÿреттĕмĕр. Шкул пахчинче улмуççи чылай лартса хăвартăмăрччĕ. Халĕ ĕнтĕ çав йывăçсем çук. Пĕррехинче туссемпе тĕл пулăва пухăнсан çимĕçне çисе пăхнăччĕ, хамăр ĕç çине пăхса савăннăччĕ.

Пĕр класра вĕреннĕ юлташсем яланах аса килеççĕ. Акă, Штанашри Виталий Волков чылай çул хушши механизатор пулса ĕçлерĕ, бригадирта та тăрăшрĕ. Урикассинчи Анатолий Шатаев ĕмĕрĕпех шоферта тимлерĕ. Тус-тантăшсенчен ытларахăшĕ çĕршыв тăрăх сапаланнă, аякра пурăнаççĕ. Шел те, çулсем иртнĕçемĕн чылайăшĕ çут тĕнчерен уйрăлчĕç ĕнтĕ. Мария Никифоровапа (Штанаш) Мария Пахинова (Урикасси) лайăх çынсемччĕ, çĕре кĕчĕç.

Шкултан вĕренсе тухнă çулхи юлашки шăнкăрав кунĕ, сыв пуллашу каçĕ манăçмасть. Унччен маларах шкул директорĕ пире виçĕ кун хушши вутă çуртарса купалаттарчĕ, хыççăн выпускниксене уяв туса пачĕç, - терĕ М.В.Ейков.

Сăмах май, вăтам пĕлÿ пĕтерни çинчен алла аттестат илсен çамрăк каччă салтак ретне тăрать. Унта радиотелеграфист-связист специальноçне вĕренет, полк шкулĕнче пĕлĕвне ÿстерет. Çар званийĕ - отставкăри капитан.

Салтакран киле таврăнсан комсомол, парти органĕсенче, профсоюзра тăрăшнă. 10 çул хушши райком секретарĕнче вăй хунă, унтан район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ пулнă, район архивĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Хăй вăхăтĕнче вăл Чулхулари  партин аслă шкулне пĕтернĕ.

Михаил Васильевич хăйне ăс парса вĕрентнĕ учительсене чунтан тав тăвать, вĕсене асра тытать.

Çемьеллĕ. Мăшăрĕпе, Елизавета Федоровнапа, 2 ывăла кун çути парнеленĕ. Аслă ывăлĕ, Анатолий, амăшĕн çулне суйласа илнĕ, педагог, Питĕркасси шкулĕнче тăрăшать. Вячеслав - врач-терапевт.

М.В.Ейков хăйĕн кун-çулĕпе кăмăллă, иртни çинчен кулянмасть. Пурнăçа вăл тивĕçлĕ пурăнса ирттерет, ачисем те ашшĕпе амăшĕн ятне çÿлте тытса ĕçлесе пурăнаççĕ. Çакăнтан пахи мĕн пултăр ĕнтĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика